АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ

17:04 01 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Аслă Чементи вăтам шкулта пĕлỹ кунне халалласа савăнăçлă линейка пулса иртрĕ. Пĕлỹ çуртне кăçал 112 ача утса кĕчĕ. Вĕсенчен тăххăрĕшĕ _ пĕрремĕш класа килнĕ шăпăрлансем. Яланхи йăлапа çак кун уява педагогсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, вырăнти депутатсем, ял-йыш, хăнасем пухăнчĕç..Уява шкул директорĕ М.Медведева уçрĕ, пурне те пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ачасене вĕренỹре ăнăçусем сунчĕ. Çавăн пекех çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламлама район администрацийĕн представителĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи Г.Афанасьев тата Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Г.Медведев сăмах илчĕç. Линейкăрах пултаруллă ачасене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Вĕренекенсем те айккине юлмарĕç _ уява хăйсен юрри-сăввипе илем кĕртрĕç.

х х х

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул кăçал та ытти çулсенчи пекех, Пĕлỹ кунне пысăк хавхаланупа пуçларĕ. Аслă линейкăра шкул директорĕ Н. Антонова ачасемпе ашшĕ-амăшне уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче тунă çитĕнỹсемпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссенче тата спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнă ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Хисеп грамотисем тата Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ. Сăмах май, асăннă шкулти Ю. Васюткин учитель Пĕлỹ кунĕ умĕн çеç вĕренекенсене Раççей шайĕнчи олимпиадăсен призерĕ пулма хатĕрленĕшĕн Республика пуçлăхĕн 150 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ мероприятине район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.Андреева, Тăрăн чиркĕвĕн настоятелĕ Серафим атте, райхаçат редакторĕ Н. Мазякова хутшăнчĕç, уяв ячĕпе саламларĕç, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ-хĕлĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем тума сунчĕç.

(Хамăр корр.)

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика