11:31 02 сентября 2016 г.
Акă каллех вĕçтерсе çитрĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ: çĕнĕ кĕпе-тумтирпе, атă-пушмакпа, сумка-портфельпе... Тетрачĕ те, ручки –кăранташĕ те вĕр-çĕнĕ. Ара, йăли çапла: çĕнĕ çула яланах çĕнĕлле пуçламалла. Ыхра Çырми ялĕнче савăнăçлă та капăр тумлă вĕренекенсемпе педагогсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕлÿ çуртне хавас кăмăл-туйăмпа пуçтарăнчĕç. Йăл кулăллă пит-куç, чĕрĕ чечек çыххи- пурте кĕтнĕ уяв çинчен калаççĕ.
Чăн малтанах линейка иртрĕ. Вĕренÿ отличникĕсене шкул директорĕ Сайдашев М.М. хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ. Тĕрлĕ конкурссенче палăрнă хастар ачасем дипломсем илме тивĕç пулчĕç. Уяв саламĕсем янăрарĕç. Парта хушшине пĕрремĕш хут 21 ача ларать. Вĕсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ шăнкăрав янăрарĕ. Алăра вара пĕрремĕш кĕнеке-букварь. Район депутачĕ, фермер Санзяпов Р.Ш. шăпăрлансене пĕчĕк парнесемпе савăнтарчĕ, сумкасем çакса ячĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Ачасем те парăмра юлмарĕç: юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, тăрăшса вĕренме сăмах пачĕç.
Пĕрремĕш урок вара пур класра та „Манăн пулас професси” темăпа иртрĕ. Уйрăмах тăххăрмĕш класс ачисене кăсăклантарчĕ вăл. Класс ертÿçи Кулакова С.П. ачасене кашни профессин паха енĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Паянхи пурнăçра чи кирлĕ, чуна çывăх специальноçа алла илме сĕнчĕ. Р.Ш.Санзапов депутат та калаçăва хутшăнчĕ. Ачасене малашлăх пирки тарăннăн шухăшлама, чунпа çунатланма каларĕ, вĕсене ялтах пурăнма сĕнчĕ. Ял сăн-сăпачĕ, шăпи епле пуласси кашнин пултарулăхĕпе професси ăсталăхĕнчен нумай килнине çирĕплетрĕ. С.П.Кулакова калаçăва вĕçленĕ май кашни çын малашлăхра харпăр хăйĕн профессийĕпе мухтанма, мăнаçланма пултарасси пирки каларĕ.
Долгоостровское сельское поселение Батыревского района