АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Терроризмран сыхланасси – кашни çыннăн кулленхи тивĕçĕ

15:52 03 сентября 2016 г.

 

Терроризмла хăрушă ĕçсем тĕнчере тăтăшах пулса иртеççĕ. Ăна вуçех чармалли, пăрахăçламалли мелсене халлĕхе шыраса тупайман-ха.
Кашни терроризмла ĕç-пуç тĕнче историйĕнче юнлă саспаллисемпе çырăннă. Вĕсенчен чи тискерри 2004 çулта Бесланта, 1-мĕш номĕрлĕ вăтам шкулта пулса иртнĕ. Кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче шкула террористсем пырса кĕнĕ, пин ытла çынна тыткăна илнĕ, вĕсене виçĕ кун хушши ирĕксĕр шкулта хупса усранă. Шывсăр тата апатсăр асапланакан çынсене авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Альфа» тата «Вымпел» спецназ уйрăмĕсем çăлнă, 331 çын унтах выртса юлнă, вĕсенчен 186-шĕ - ачасем.

Çапла вара, авăн уйăхĕн виççĕмĕш кунне çак хăрушă терактсенче вилнисен ячĕпе пĕр шухăшлă пулса терроризма хирĕç кĕрешмелли кун тесе йышăннă. Терроризмпа кĕрĕшес ĕçе хамăрăн тÿпене хывас тесе Ыхра Ҫырми вӑтам шкулĕнче ОБЖ учителĕ Камалетдинов И.А. «Пĕрлешер, яланах сыхӑ пулар!» ятпа паттӑрлӑх сехечĕ ирттерчĕ.

 Сценарие Çурçĕр Осетире, Бесланра пулса иртнĕ хăрушă  инкекпе паллаштаракан слайд-презентацисем, документаллă кино мелĕпе ÿкернĕ чăн-чăн кадрсем, аса-илÿсем   кĕртнĕ.

«Мĕн вăл терроризм?»  видеоçаврăмра ачасем терроризм уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç, чрезвычайлă лару-тăрура мĕн тумаллине астуса юлчĕç, çынсем пухăннă вырăнсенче шахидсене мĕнле паллăсем тăрăх уйăрса илмеллине пĕлчĕç.

Терроризмпа экстремизм юнашарах çÿреççĕ. Эктремизм авăрне ытларах çамрăксем кĕрсе ÿкеççĕ. Вĕсем çак танатана ытларах интернетри социаллă сетьсем урлă çакланаççĕ. Унта лекесрен сыхланмалли мелсене те асăнчĕ Ильдар Арифуллович.   Терроризмран сыхланасси – кашни çыннăн кулленхи тивĕçĕ. Пурте пĕрлешсен, хамăр сыхă пулсан анчах эпир терроризмран сыхланăпăр.

Долгоостровское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика