АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Терроризм çинчен калаçу

16:03 03 сентября 2016 г.

 

 

    Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ — терроризма хирĕç кĕрешекенсен кунĕ. Çак куна календарьсенче хĕрлĕ тĕспе паллă туни ахаль кăна мар.Юри шухăшласа кăларманнине Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем питĕ лайăх пĕлеççĕ.  Ю.Г.Падусева аслă вожатăй 5 класра вĕренекенсемпе тĕл пулса "Терроризм —мĕн вăл?" ятпа калаçу ирттерчĕ.

    Вожатăйпа ачасем 2004 çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕ Беслан хулинчи ачасемшĕн мĕн тери пысăк трагеди пулни çинчен калаçрĕç. Террористсем пур çĕршывшăн та, пур çыншăн та хăрушă.   Тĕнче шайĕнче çĕкленнĕ пысăк ыйту пурне те пырса тивет. Вĕсем мирлĕ халăха лăпкă та телейлĕ пурăнма памаççĕ. 

   Беслан шкулĕнче пулса иртнĕ трагеди пурне те шухăша ячĕ. "Пирĕн те питĕ тимлĕ, асăрхануллă пулмалла.Терроризма хирĕç пурин те пĕрле  кĕрешмелле,"— çапла пĕтĕмлетрĕç калаçăва пиллĕкмĕшсем.

 

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика