АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эвакуаци хăнăхăвĕ ăнăçлă иртрĕ

16:31 06 сентября 2016 г.

 

 

    Республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ пырать. Çавна май çамрăк ăрăва çул çинчи тата пушарпа çыхăннă инкек-синкекрен упранма-сыхланма вĕрентес тĕллевпе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче те тĕрлĕ ĕçсем иртеççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки ачасем те,  çитĕннисем те инструктажпа вăхăтра паллашаççĕ, калаçусем иртеççĕ, класс ертÿçисем ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илтерсех тăраççĕ.

    Паян та, акă, авăн уйăхĕн 6-мĕш кунĕнче, шкулта эвакуаци хăнăхăвĕ пулса иртрĕ.

 3-мĕш урок вăхăтĕнче ачасем те, вĕрентекенсем те 1 минут та 45 çеккунт хушшинче урама чупса тухрĕç.

     А.В.Падусев шкул директорĕ пурне те яланах тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене куллен пăхăнса пурăнмаллине астутарчĕ. Инкек сиксе тухсан çăлав службисен телефонĕсемпе шăнкăравламаллине те пĕлеççĕ шкул ачисем: "01", "101", "112".

Эвакуаци хăнăхăвĕ ăнăçлă иртрĕ.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика