АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Депутат, хуçалăх ертÿçинчен- хаклă парне

13:31 07 сентября 2016 г.

                        

Ĕçлекене тивĕçлипех хавхалантарма пĕлет ялшăн, районшăн тăрăшакан Санзяпов Р.Ш. фермер хуçалăх ертÿçи, Патăрьел район депутачĕ. Çитменлĕхсене асăрхать, туса çитерейменнине вĕçлеме пулăшать. Ялан халăхпа пĕрле.  

 Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕренекен Абужаров Андрей çу каçипе Решид Шейхуллович хуçалăхĕнче ĕçлерĕ: кĕтÿ кĕтрĕ, выльăх апачĕ турттарчĕ, тислĕк тасатнă çĕрте те тăрмашрĕ. Ĕçрен хăраса тăмасть Андрей. Мĕн хушнине вăхăтра, тирпейлĕ пурнăçлать. Каникул тăршшĕпе  ир-ирех тăрса мĕн каçченех тăрăшрĕ.

Маттур ачана Санзяпов Р.Ш. асăрхарĕ паллах. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламланă май  ĕçчен ачана укçан парса тата вĕр-çĕнĕ мопед парса хавхалантарчĕ. 

Андрей Абужаров килес çул та тăван тăрăхрах ĕçлеме шантарчĕ, каникул вăхăчĕ усăллă иртнишĕн, хаклă парнешĕн питĕ хĕпĕртерĕ.  

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика