21:01 10 сентября 2016 г.
Ваттисем калани ытла та вырăнлă-çке: "Туслăхра—вăй","Туслăх ылтăнран та , кĕмĕлрен те хаклă", "Туслăха сутăн илеймĕн". Тата чылай малалла тăсса кайма пулать. Эппин чăваш ваттисем туслăха питĕ çÿллĕ шая хунă. Çавăнпах ĕнтĕ эпир паян кунчченех упранса юлнă авалхи халăхсен ретĕнче. Пирĕн халăх ытти халăхсемпе ĕмĕр-ĕмĕр килĕштерсе, хисеплесе туслă пурăннă. Паян та çаплах— пирĕн Чăваш çĕрĕнче мĕнле кăна халăх пурăнмасть-ши: вырăсĕ, тутарĕ, ирçи, çармăсĕ... Вĕсен кашнин хăйĕн чĕлхи, культури, йăли-йĕрки... Пĕр çемьери пек пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ.вĕсем.
Туслăх, тăванлăх туйăмне хаклама , тĕрлĕ наци йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентес тĕллевпе Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче концерт пулчĕ. Сцена синче юрри те, ташши те, сăвви те тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕ. Вырăсла, чăвашла, тутарла шăрантарчĕç вĕсене çамрăк артистсем. Туслăхпа тăванлăх çинчен , Тăван çĕршыв çинчен ...
Концерт пурне те килĕшрĕ.
Сугутское сельское поселение Батыревского района