13:49 12 сентября 2016 г.
Иртнĕ шăматкун Шупашкар кỹлмекĕн хĕрринче йĕркеленĕ прессăн спорт фестивалĕ хăйне евĕр пысăк уяв пекех кĕрлерĕ.
Республикăра "Советская Чувашия" хаçат ячĕпе старта калем ăстисемпе тата ыттисемпе юнашарах пирĕн районтан виçĕ шкул (Первомайскисем, Ишлĕсем тата Çĕньялсем) командăсем тăратнă.
Икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ А. Г. Николаева асра тытса йĕркеленĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнчен Элĕкри пултаруллă спортсменсем хыççăн финиша Первомайскисем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Аллă команда хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çăмăл атлетсем хăйсен маçтăрлăхне кăтарма пултарни чăн малтанах вĕсен тренерĕн Лев Никитин тăрăшулăхĕнчен нумай килнине палăртмалла. Унсăр пуçне вĕсене вĕрентекен физкультура учителĕсем _ Валерий Никитинпа Владимир Матюшкин _ сахал мар тар тăкни те куç умĕнче. Мĕншĕн тесен Первомайскисем 2008 çултанпах (ун чухне шăпах призлă вырăн йышăннă) çак ăмăртура тепĕр хутчен пьедестал çине хăпарма ĕмĕтленнĕ. Хальхинче вара вĕсен ĕмĕчĕ тулчĕ.
VIP чупура район администраци пуçлăхĕн çумĕ Н. Д. Краснов финиша иккĕмĕш кĕнĕ, команда вара улттăмĕш тухрĕ.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии