АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăнăçлăх никĕсĕ _халăхсен туслăхĕ

15:53 12 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта, оперăпа балет театрĕнче Чăваш енте пурăнакан халăхсен Съезчĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе ирттерекен çак мероприяти халăхсен туслăхне çирĕплетсе пырса республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине малалла аталантарма пулăшасси пулса тăрать. Ăна аслă пуху оргкомитечĕн членĕ, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ватăсен Канашĕн председателĕ, пирĕн ентеш Лев Кураков уçнă. Съезд делегачĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Вăл палăртнă тăрăх, тĕрлĕ халăхсем хăйсем тăрăшнипе тата правительство социаллă пурнăçа аталантармалли политика тытса пынăран Раççейре ытла палăрса кайман пирĕн республика халĕ инновациллĕ, хăвăрт аталанса пыракан, халăха пурăнма питĕ меллĕ регион шутне кĕнĕ. Çакă вăл чăн малтанах _ нумай нациллĕ пĕрлĕх, халăхсен туслăхĕ тата патриотизм.

Малалла Съездра Раççей халăхĕсен Ассамблейин Совечĕн председателĕ С.Смирнова, ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан К.Яковлев, Шупашкар тата Чăваш ен митрополичĕ Варнава, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, татах пирĕн ентеш Альбир Крганов, РФ Общество палатин членĕ Н.Дроздов тата ыттисем тухса калаçнă. Кунтах Чăваш республикинчи халăхсен Ассамблейине туса хунă, унăн уставне çирĕплетнĕ. Унтан Канашне суйланă, Ассамблея председателĕ пулма Л.Куракова шаннă.

Съезд ĕçне Патăрьел район делегацийĕ (15 делегат тата 5 хăна) хутшăннă. Юхма ен элчисем фойере Раççей, Беларусь тата Украина художникĕсем Халăхсем хушшинчи Кокель плэнерĕсене хутшăнса ỹкернĕ картинăсемпе, тĕрлĕ куравсемпе тĕплĕн паллашнă, вĕсемпе питĕ кăмăллă юлнă. Юлашкинчен съезда хутшăнакансене пысăк концерт кăтартнă. Кунта Шăхачри "Умарина" фольклор ансамблĕ те хутшăннă, пирĕн вырăнти "артистсем" культура ĕçченĕ Николай Стефейкин ертсе пынипе ирçе халăх юрри-ташшипе савăнтарнă.

Д.Коннов(Патăрьел), право органĕсен ветеранĕ:

Чăваш енти халăхсен съездне ирттерни вăл чăваш халăхĕн хальхи историйĕнчи чи паллă пулăмĕсенчен пĕри пулса тăрать. Модернизаци çулĕпе утнă май республика тĕрлĕ халăхсен наци культурипе литературине аталантарма та , наци хăйне еврлĕхне упрама та манмасть. Ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика