АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аваллăха пĕлмесĕр малашлăх çук

10:54 15 сентября 2016 г.

Кирек мĕнле халăхăн та хăйĕн йăли-йĕрки, ăс-хакăл культури, чун пуянлăхĕ. Кашни халăх хăйĕн историйĕпе пуян. Аваллăха пĕлмесĕр малашлăх çук тенĕ ватăсем. Ку чăнах та çапла.

Хамăр несĕлсен культурипе пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе, аваллăх йĕрĕпе паллашма 5, 9-мĕш класра веренекенсем Павлова Н.И. тата Михайлова Т.В. класс ертÿçисен пуçарăвĕпе Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕнче пулчĕç. Ачасем чăваш халăхĕн 18-20-мĕш ĕмĕрти пурнăçĕпе паллашнă май тĕрлĕ экспонатсене хăйсен куçĕпе курни чăвашсен иртнĕ пурнăçне тарăнрах ăнланма май пачĕ. Вĕренекенсене ытларах несĕлсен 18-19-мĕш ĕмĕрти пурнăçне сăнланă кил-çуртпа япалисем тыткăна илчĕç. Çавăн пекех ачасем Йĕпреçри авиаци шкулĕнче вăрçă вăхăтĕнче А.Маресьев вĕренни пирки экскурсовод каласа панине те çăвар карсах итлерĕç.

Музейра вырăн тупнă çил арманĕ те, чăваш ÿнерçисен картинисене курни те вĕренекенсен асĕнче чылайлăха юлĕ. Хамăр несĕлсен пурнăçĕпе паллашни вĕренекенсене тăван халăхпа мăнаçланма хавхалантарĕ.

Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика