12:07 18 сентября 2016 г.
Туçа. Вăтам шкулта йĕркеленĕ суйлав участокĕнче ирпе-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ чунра ырă туйăм çуратрĕ. Хăйсен сассисене çĕршыв, республика пуласлăхĕшĕн, ырă малашлăхшăн парас, Раççей Федарацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тивĕçлĕ депутатсене суйлас тĕллевпе ял халăхĕ ирех вăраннă, 8 сехет тĕлнех ватăсем те, çамрăксем те çемьепе, ачи-пăчипе участока çитрĕç. Суйлав списокĕпе 536 гражданин хăйĕн Конституци тивĕçне пурнăçламалла. Вăл шутра 18 çул тултарнă ултă каччăпа хĕр пуçласа сасăлава хутшăнĕç. Списока кĕртнисенчен 21-шĕ открепительнăй удостоверенисем илнĕ.
_ Туçасем суйлава ытти чухне те пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. Хальхинче те çаплах пуласса шанатпăр. Ирхине 10 сехет тĕлех суйлавçăсен 35 проценчĕ хăйсен сассисене пама ĕлкĕрчĕç. Пĕрремĕш бюллетене "Тойси" агорофирма ертỹçи Геннадий Рубцов илчĕ. Ун хыççăнах ялти хисеплĕ çын, ĕç ветеранĕ Валерий Салмин яланхиллех пысăк хастарлăхпа сасăларĕ.
Патăрьел. 301-мĕш участок _ район центрĕнче вырнаçнă тăватă участокран пĕри. Суйлав комиссийĕн председателĕ Т. Курнусова сакăр сехетре сасăлав пуçланни çинчен пĕлтернĕ хыççăн Юрий Портнов пĕрремĕш регистрациленсе бюллетеньсем илчĕ, тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăларĕ. Суйлава малтанхи икĕ сехетрех çынсем ушкăнăн-ушкăнăн, ачисемпе, мăнукĕсемпе пуçтарăнчĕç. "Çак кун пирĕншĕн çемье уявĕ пекех. Эпир яланах суйлава мăшăрпа, хĕрĕмпе çỹретпĕр. Хальхинче те пысăк кăмăлпах хутшăнтăмăр",_ пĕлтерчĕ хăйĕн туйăмне Н. Раськина урнăна бюллетене янă май.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии