13:08 18 сентября 2016 г.
Хирти Пикшикри суйлав участокĕнче сасăлав пуçланиччен чăн малтан Раççей, Чăваш Ен, район гимнĕсем мăнаçлăн янăранă. Участока пуçтарăннисем бюллетень иличчен ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Хирти Пикшик ялĕн хисеплĕ çынни, тава тивĕçлĕ механизатор Минулла Валиуллов аслисен йăли-йĕркипе суйлава лайăх ирттерсе яма ырă суннă, ун хыççăн хăех пĕрремĕш бюллетене урнăна янă.
Участокри списокри 774 çынран виçĕ гражданин 18 çул тултарнă хыççăн пĕрремĕш хут сасăлава хутшăнаççĕ.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии