АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи ватă суйлавçă 101 çулта!

15:17 18 сентября 2016 г.

 

Туçа ял тăрăхне кĕрекен Козловкăпа Пăлакасси ялĕсем 318-мĕш суйлав участокне кĕреççĕ. Кунта суйлава 211 çын хутшăнмалла. Чи ватти _ 101 çулти Пелагея Васильевна Суркова салтак арăмĕ. Вăл килтен тухса çỹрейменнипе суйлав комиссийĕн членĕ Наталья Мякина тата Мария Ярусова сăнавçă кăнтăрла иртнĕ хыççăн ун патне килне кайрĕç. Пелагея Васильевна хăйне çакăн пек хисепленĕшĕн, суйлава хутшăнтарнăшăн тав турĕ.

Сăмах май, унăн кĕçĕн мăнукĕ, Дарья Суркова, кăçал пĕрремĕш хут сасăлава хутшăнчĕ.

Икĕ ялта пурăнакансем те суйлава хастар хутшăнаççĕ. 13 сехет тĕлне 165 çын Пăлакассинчи клубра вырнаçнă сасăлав участокне килнĕ.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика