АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн рейд : Пỹлĕх çеç пỹрте пĕччен сыхлаймĕ…

09:12 21 сентября 2016 г.

Паян ялти çĕр ĕçченĕ те хулари чаплă çынран начар пурăнмасть. 10-15 çул каялла мĕскĕннĕн курăнса ларакан виçĕ чỹречеллĕ çуртсенех юмахри керменккесем пек илемлетсе, сăрса пĕтерчĕç. Шалтан пăхсан та ĕлĕкхи сĕм юлман: евроюсав, кантăкĕсем пластик рама ăшĕнче, йĕри-тавра йăлтăр та ялтăр стройматериалсемпе капăрлатнă. Темиçе пĕлтĕр каяллахи "Ильич" ламписем вырăнне нумай "çунатлă" люстрăсем çакăнса тăраççĕ тата ытти те. Маччаран кăшт лутрарах холодильник, япала çăвакан автомат-машина, ытти хăватлă электротехника пирки сăмах хускатни те хальхи вăхăтра никама та тĕлĕнтермĕ. Урăхла каласан, паян курницари пек пурăнакансем нумайлансах пыни пирĕн пурнăç начар еннелле сулăннине пĕлтермест. Анчах та икĕ алă вăйĕпе пуçтарнă çак пурлăх, мул-тупра ачасем, мăнуксем валли те юлтăр, вăл хамăр асăрханманлăхпа е явапсăрлăхпа вут-кăвар мăшкăлĕ ан пултăр тесен кашни килхуçин чăн малтан пăхăнмалли йĕркесем те сахал мар. Кĕркуннехи-хĕллехи хутмали тапхăр çитсе пынă май хисеплĕ граждансене çакăн пирки аса илтерес тĕллевпе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тимлекен специалистсен ятарлă бригади рейда тухрĕ.Хальхинче "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăпа Туçа ялĕнчи уйрăм хуçалăхсенче пулчĕ, ял çыннисемпе курнăçса профилактика калаçăвĕсем йĕркелерĕ.

Хальхи рейд пĕлтерĕшĕпе витĕмĕ ытти çулхисенчен уйрăларах та тăчĕ. Чăваш республикинчи ВДПОн вырăнти уйрăмĕн председателĕ С. Тарасов ятарлă приборпа электричество счетчикне, унтан тухакан "çулсене" килхуçисем умĕнчех тĕрĕслесе диагноз лартрĕ: пỹртре е хуралтăсенче электричество чупакан проводасем малалла та усă курма шанчăклă-и, пурăнма юрăхлă-и? Ал лаппинчен кăшт çеç пысăкрах прибор çинчи экранра цифра 0,5 рен пĕчĕкрех пулсан хуçасен çак кунсенчех хыпаланма пикенмелле. Изоляци пĕтнĕ проводасенчен пĕр-пĕр кун çулăм тухса хур тума пултарать.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче хăш-пĕр çемье пуçлăхĕсен шăпах çак сăлтавпа çитменлĕхсене пĕтерес пирки алă пусма тиврĕ те. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ытти çитменлĕхсем, пушар тухасран асăрханмалли йĕркесем пирки те чарăнса тăчĕç. Пỹртри счетчиксене, унтан тухакан проводасене хăвăрт вут хыпса илекен материалсем çумне вырнаçтармалла мар, вĕсене хăрушлăхран хỹтĕлемелле, сиенленнĕ изоляциллĕ проводасемпе усă курма юрамасть. Хăрушлăхран сирекен чи пĕлтерĕшлĕ пулăм _ счетчиксене урам енне, çурт çине вырнаçтарни. Ун пек чухне аçа çапни те хăрушă маррине ăнлантарчĕç ятарлă служба сотрудникĕсем.

Сăмах май...

Çулталăк пуçланнăранпа районта 25 пушар пулнă. Вĕсенчен тăхăр тĕслĕхĕ (36 проценчĕ) шăпах электрооборудовани юсавсăр пулнипе çыхăннă, икĕ çемье вара аçа çапнипе хур курнă.

Рейд бригади: С. Тарасов, республикăри ВДПОн вырăнти уйрăмĕн председателĕ; Ю. Воробьев, ПЧ-26 пушар чаçĕн начальникĕн çумĕ; В. Давыдов, районти пушар надзорĕн дознавателĕ; А. Егорова, хаçат сотрудникĕ.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика