АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕмĕрлĕхех асăмăрта пулĕ

08:54 29 сентября 2016 г.

Çулталăк каялла Чăваш Çамрăкĕсен театрĕшĕн, Патăрьел районĕнчи Пăлапуç-Нурăс ялĕшĕн нимĕнпе те виçме çук çухату йăтăнса анчĕ:Чăваш Республикин тава тивĕçле артистки Ольга Михайловна Почалкина  йывăр чире парăнтараймасăр ĕмĕрлĕхех пиртен уйралса кайрĕ.

              Пултаруллă артисткăна асăнса авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче  Пăлапуç –Нурăс ялĕнче Чăваш Çамрăкĕсен театрĕн артисчĕсем пуçаринипе асăну кунĕ иртрĕ. Ялти культура çуртне пухăннă халăх Ольгăн мăшарĕ Володя  хатĕрленĕ  видео-клип пăхса тепĕр хут ентешĕмĕр чăнах та пултаруллах пулнине ĕненчĕ. Кашнийĕ куççуль витĕр хăйĕн таланчĕпе Раççее тĕлĕнтерме пултарнă çын текех пирĕнпе çуккине чунпа туйрĕ. Залра ларакансем Улькан (çапла чĕннĕ иккен ăна ĕçтешĕсем!) ачалăхĕне юлташĕсем - М.Кабаева, А.Иванова -  каласа пани тăрăххăн аса илчĕç. Л.Чернышева вĕрентекен вара Ольăн пултарулăх çулĕ  шкултах тĕвĕленнине палартрĕ. «Сутра» комедире Ухтерккке рольне чăн-чăн артист пек выляни халĕ те куç умĕнчех пулнине каларĕ. С.Едифанова шкул директорĕ Ольга Михайловнăн пултарулăхĕпе ачасене инкек пуличченех тĕрлĕрен тĕпчев ĕçесем, проектсем çыртарнине, вĕсемпе шкул тата район шайĕнче иртекен конкурссенче, конференцисенче хутшăннине каласа пачĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш хут чăваш чĕлхипе литература эрнине О.Почалкина пултарулăхне халалласа  чылай ĕç тунине палăртрĕ.Çав шутран ентешĕмĕр вылянă спектакльсене пăхни, унăн пултарулăхĕ тăрăх презентации хатĕрлени, вĕренекенсем хăйсем те пĕчĕк спектакльсем латрса пăхни чылай вăхăт хушши ачасен асĕнче юлчĕç терĕ.

         Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче О.Почалкина чи пултаруллисенчен пĕри пулнине ĕçтешĕсем те палăртрĕç. И.Димитриев режиссер вара кун пек çăлтăр сайра тĕл пулни çинчен, çулталăк иртрĕ пулин те çухатăва нимĕнпе те тултарма çуккине каларĕ.

          Артистсем курма килнисене  «Чи кирли, чи юратни» спектакль парнелерĕç. Ишлĕ ял хутхне кĕрекен ялсенче пурнаканĕсене, Ольăн таванĕсене Шупашкарти артистсем çакăн пек ентешĕмĕре хисеплени, ăна манманни чунтан хĕпĕртеттерчĕ. Çак çутă çăлтăр ĕмĕрлĕхех кашнин асĕнчех пулĕ!

Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика