АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн салам сире валли, асатте-асанне, кукаçи-куками!

10:53 01 октября 2016 г.

      Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ. Кĕркунне вара хăй мăнтăрĕпе пуян. Уй-хирте, пахчасенче ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Тыр-пула, пахча çимĕçе пуçтарса тирпейленĕ хыççăн канма та юрать.

      Кĕрхи уявсенчен пĕри —Ваттисен кунĕ. Çак куна Сăкăт ялĕнче кашни çулах уявлаççĕ.

      Ялти культура çуртне, акă, асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем  пуçтарăнчĕç. Чи малтан хăнасем кунти библиотека залĕнче хатĕрленĕ ал ăстисен куравĕпе паллашрĕç. Ун хыççăн Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  Л.В.Чернов уяв ячĕпе саламланă май, хальтерех туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. «Красное Знамя» кооператив ертÿçи П.Н.Никифоров тав сăмахĕ каларĕ, тивĕçлĕ канăва кайнисен ячĕпе  ветеран учитель  Л.И.Елагина тухса калаçрĕ. Ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсемпе шкулта вĕренекенсем тата «Ман килес» ансамбль хатĕрленĕ концерт та аслисене питĕ килĕшрĕ.   

     Кайран тата çак уява асра тытмалăх пĕчĕк парнесем те пулчĕç, пурте пĕрле сăмавар тавра ларса чей те ĕçрĕç, пĕр-пĕринпе нумайччен шăкăл-шăкăл калаçрĕç.

    Уяв пурне те килĕшрĕ.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика