08:28 11 октября 2016 г.
![Çĕрулми уйĕ ĕç шавĕпе тулчĕ Çĕрулми уйĕ ĕç шавĕпе тулчĕ](../UserFiles/news/201610/11/dsc_0277.jpg)
Вăраха кайнă нỹрлĕ çанталăк хыççăн "Исток" çĕр ĕç фирмин çĕрулми уйĕнче ĕнер ĕç шавĕ ирхине тăватă сехетрех пуçланнă. Ана çине çынсем "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарма тухиччен виçĕ копалка çаврăм хыççăн çаврăм туса йăрансене хатĕрлесе хунă. Эпир пынă чухне те трактористсемпе водительсем, çĕрулмишĕн "кĕрешĕве" тухнă çынсем ăнса пулнă çимĕçе ăмăртмалла пуçтараççĕ. Çынсем тенĕрен, асăннă хуçалăхра çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн бюджет учрежденинче ĕçлекен 150 ытла работник уяр кунпа усă курса "Исток", "Колос" çĕр ĕç фирмисенчи çĕрулмине пуçтарма тухнă. Вăл шутра район администрацийĕн, вĕрентỹ управленийĕн, ветстанцин, тĕп больницăн, районти физкультурăпа спорт комплексĕн работникĕсем, культурăпа библиотека, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайĕпе центрĕн ĕçченĕсем хуçалăха пулăшма кар тăнă. Коллективсем пĕринчен тепри ăмăртса та тупăшса ĕçлеççĕ. Пĕрисем çĕрулмине пуçтараççĕ, теприсем ăна тиесе тăраççĕ... Уйра вунвиçĕ пысăк автомашина черетленсе çеç тăрать. "Иккĕмĕш çăкăр" уйĕ ĕç шавĕпе тулнă.
- Çанталăкĕ пирĕн майлă пулсан юлашки гектарсем çинчи çĕрулмие пилĕк-ултă кунтан пуçтарса пĕтересшĕн. Кăçалхи тухăç лайăх, хамăр кĕтнĕ пекех. Пĕр пайне клиентсене сутсах пыратпăр. Ĕçлекенсене вара кăмăлтан тỹлетпĕр: пĕр тоннăшăн - пин тенкĕ. Паян анасем çинче икçĕр ытла çын тăрăшать. Вĕсене пурне те кăнтăрла вĕри апат çитеретпĕр, - кăмăлтан каласа парать "Исток" хуçалăх ертỹçин çумĕ Иван Соловьев.
Район администраци пуçлăхĕн çумĕ Леонид Кузнецов хуçалăхра çĕрулми кăларас ĕçе мĕнле йĕркеленипе паллашнă май, Кĕçĕн Патăрьелсем пысăк тухăçлă культурăна технологи ыйтнă пек çитĕнтерни куç умĕнче пулнине палăртрĕ. Пĕрремĕш тата тăваттăмĕш репродукциллĕ çĕрулмисем иккĕшĕ те пăхса ытармалла мар, шултăра çитĕннĕ.
Çак кунхинех "Колос" çĕр ĕç фирминче Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен 35 каччăпа хĕр Красномайскисене çĕрулми пуçтарма пулăшма тухнă.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии