АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юхма çути çутатать тĕнчене…

15:01 13 октября 2016 г.

 

Чăвашлăха упрас тесе эп тухрăм

Инçе ялтан çак аслă çул çине.

 Чăвашлăхшăн çурта пекех эп çунтăм.

Ман çутă халь çутаттăр тĕнчене.

Юхма Мишши

 

    Кăçалхи çул пирĕн мухтавлă та хисеплĕ ентешĕмĕр Михаил Николаевич Юхма 80 çул тултарнине паллă тума тăван Сăкăт ялĕнчи шкула чылайăн пуçтарăнтăмăр. Çыравçа халалласа „Юхма Мишши –чăваш халăхĕн кун-çулăн çыравçи” ăслăлăхпа ĕçлев конференци ирттертĕмĕр. Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тĕрлĕ темăпа тухса калаçрĕç: ырă: ăшă сăмахсем янăрарĕç. Конференци тухăçлă та усăллă иртрĕ. Çак кунсенче вара конференци материалĕсенчен уйрăм кĕнеке кун çути курчĕ. Илемлĕ хуплашкаллă паха кĕнеке кашни вĕрентекен патне çитрĕ. „Юхма çути çутатать тĕнчене” – районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ушкăнпа кăларнă пĕрремĕш кĕнеке. Кĕнекере пичетленнĕ кашни тема кăсăклă та вулама кăмăллă. Хушса панинче Юхман тулли биографине, кĕнекисен списокне, ĕçне-хĕлне тĕплĕн çырнисене кĕртнĕ. Кĕнеке 128 страницăран тăрать, Шупашкарта „Аттил” издательствăра 100 экземплярпа пичетленнĕ. 

    Пуçаруллă та хастар вĕрентекенсене малашнехи ĕçре те ăнăçусем сунатпăр.

Долгоостровское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика