АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шкулта "Кĕркунне асамлăхĕ" конкурс иртрĕ

08:20 14 октября 2016 г.

Кĕркунне хăйĕн асамлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет, савăнтарать, пирĕн кулленхи пурнăçа тĕрлĕ тĕссемпе капăрлать. Кĕрен те вăл, сарă-хăмăр та, çумăрлă та, йăлтăр кулăллă та.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче "Кĕркунне асамлăхĕ" конкурс иртрĕ. 2-7 классенче вĕренекенсем "Вăрăсенчен панно", ""Чечексенчен ошибана" темăсене уçса пама тăрăшрĕç. Çак тĕрлĕ сăнлă, тĕрлĕ кăмăллă Кĕркуннене ачасем мĕнле кураççĕ-ха?

Паллах, пур ĕçĕн те хакĕ пур: шухăшласа тупнă, тăрăшса ăсталанă, чун-чĕре ăшшине панă...

Пурĕ 30 ытла творчествăлла ĕç пулчĕ куравра. 2 класра вĕренекенсем маттуртарах пулни куçкĕретех, мĕншĕн тесен Д.Мердина, М.Муллина, Д.Силюкова, Д.Егоров— тăваттăшĕ те çак класранах, ĕçĕсем те лайăх. 5 класри Е.Муллина, 6 класри Е.Мердина тата 7 класри А.Силюковапа 8 класри К.Егорова та Кĕркуннене хăйсене майлă кураççĕ те туяççĕ.

Асăннă çамрăк ăстасен ĕçĕсем районта иртекен конкурса хутшăнĕç, куракансене савăнтарĕç, тен, вырăнлă та пулĕç.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика