15:56 20 октября 2016 г.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ информаци кунĕн темисенчен пĕри _ 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтармалли кампани мĕнле пыни пирки пулчĕ. Район хаçачĕн пай редакторĕ Альбина Егорова информаци ушкăнĕпе пĕрле Алманчă шкул коллективĕнче пулнă май, октябрĕн 13 _ 23-мĕшĕсенче иртекен вунăкунлăх пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Çак тапхăрта "АВАНГАРДЛĂ" пулакансем ăна 30 тенкĕ йỹнерех çырăнма пултараççĕ. Кашни хаçатран перекетленĕ укçапа тепĕр "чун апачĕ" çырăнма май пур.
Хисеплĕ вулаканăмăр! Паян-ыранах почтальонсемпе курнăçсан, эсĕ çăмăллăхпа ирĕккĕнех усă курма пултаран!
Сăмах май, Алманчăри педагогсен коллективĕ 100 проценчĕпех "АВАНГАРДА" çырăннă! Апла пулсан вĕсенчен ырă тĕслĕх илме пулатех!
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии