АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта семинар иртрĕ

08:55 28 октября 2016 г.

2016 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта «Вырăс чĕлхиллĕ шкулта чăваш чĕлхине тĕрлĕ чĕлхеллĕ хутлăхри культурăсен çыхăнăвне тĕпе хурса вĕрентесси» темăпа семинар иртрĕ.

Семинара чăваш, вырăс, тутар шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пухăнчĕç – пурĕ 27 çын хутшăнчĕ. Семинара районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Кулакова Светлана Пантелеймоновна ертсе пычĕ.

Семинар шкул библиотекин вулав залĕнче пуçланчĕ. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертуçи Каллина Ольга Алексеевна семинар программипе паллаштарчĕ. Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн хăнасем виççĕмĕш хутра вырнаçнă Аслă Аттелĕх вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине тата Ĕç çулталăкне халалласа хатерленĕ экспозицисемпе паллашрĕç, экскурсоводсен калавĕсене тăнларĕç, унтан классене саланчĕç.

Итлеме килнисем пурĕ çичĕ уçă урокра пулчĕç, вĕсене тивĕçлĕн хакларĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Бабаева Елена Михайловна 9 класра «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» темăпа уçă урок ирттерчĕ, Солдатова Светлана Алексеевна – «Чăваш республики» темăпа 8 –мĕш класра, Федорова Валентина Федоровна 8-мĕш класра вĕренекенсене А.Смолинăн «Телей» сăввипе паллаштарчĕ, Каллина Ольга Алексеевна 5-мĕш классене «Çăкăртан асли çук» тема тăрăх ĕçлеттерчĕ, Александрова Ольга Николаевна 3-мĕш классемпе «Кĕрхи вăрманта» пулчĕ, Елена Сафроновна Перепелкина 6-мĕш класра «Аукцион урок» кăтартрĕ.

     Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентесси икĕ енлĕ тĕп тĕллеве пурнăçлассипе çыхăннă: ачасен хутшăну компетенцине аталантарасси, е урăхла каласан – кулленхи пурнăçра чăвашла хутшăнма хăнăхтарасси тата чăваш чĕлхи пуянлăхĕпе усă курса ачасене сапăрлăх телĕшĕнчен тĕрĕс-тĕкел аталантарасси. Çак тĕллевсем вĕрентекенсен ĕçĕнче питĕ курăмлă пулчĕç: уроксене хальхи вĕрентÿ методики ыйтнă пек йĕркелесе кăтартрĕç, вĕсене çÿллĕ шайра ирттерчĕç.   Вĕрентекенсем Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан вĕрентÿ технологийĕсемпе ĕçлени палăрчĕ.

Çавăн пекех шкулти акт залĕнче килти вулав урокĕ шайĕнче Галина Федоровна Кирилловăпа Смирнова Аксана Александровна шкул библиотекарĕсем йĕркеленĕ «Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ» презентаци иртрĕ. Презентацире çак шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Сорокина Людмила Александровна сăвăçăн çĕнĕ кĕнекине пахаларĕç. Автор хатĕрленипе 3, 4-мĕш классенче вĕренекенсем чăвашла илемлĕ сăвăсем вуларĕç.

   Çын илемлĕ калаçма, тĕрĕс çырма ача чух çăмăлтарах тата хăвăртрах хăнăхать. Çавăнпа та пулас ăрăвăн калаçăвĕ-пуплевĕ, ăç-хакăлĕпе тавра курăмĕ паян шкулта мĕнле вĕрентнинчен тата чăваш чĕлхипе литератури учителĕн пĕлĕвĕпе пултарулахĕнчен нумай килет. Шкулти ытти предметсемпе пĕрле тачă çыхăнса чăваш чĕлхи ачасен шухăшлавне, пултарулăхне анлăлатма, пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшать. Ăна вĕренни тĕрлĕ культурăллă тата тĕрлĕ чĕлхеллĕ хутлăхра пулса иртекен улшăнусене ăнланса хăнăхма, пурнăçра сиксе тухакан чăрмавсене сирсе яма та май парать.

Патăрьелти пĕрремĕш вăтам шкулти учительсен пултарулăх лаççинче пулса семинара хутшăнакансем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсемпе паллашрĕç, учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.

Семинара хутшăнакансен умĕнче Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина тухса калаçрĕ, семинар ĕçне пĕтĕмлетрĕ, çитес вăхăтра район шайĕнче чăваш чĕлхи тата литературипе иртекен олимпиадăсем çинче чарăнса тăчĕ, шкул администрацине мероприятие ирттерсе яма майсем туса панăшăн тав турĕ.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика