АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пыр хыççăн каяс мар

11:27 03 ноября 2016 г.

Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн 10 класĕнче «Пыр хыççăн каяс мар» ятлă класс сехечĕ иртрĕ. Самарина В.А. класс ертÿçипе ачасем сывлăх çинчен çивĕч ыйту хускатрĕç. Вĕрентекен авалхи чăвашсен апатлану йĕркипе паллаштарчĕ.

   Сывлăхлă пулас тата нумай пурăнас тесен мĕнле апатланмалла-ши?

   Хальхи медицина шучĕпе, çын сывлăхĕ тата ĕмĕрĕ 50 процент таран вăл мĕнле пурăннинчен килет. Çын чĕлĕм туртать, эрех-сăрапа иртĕхет, пылак апат-çимĕç ытлашши çиет, вĕсенче химии япалисем нумай пулсан, вăхăта ытларах ларса ирттерет, час-часах çилленет, никама та килĕштермест пулсан ăна хальхи медицина та пулăшаймасть. Ун пек çын час-часах чирлет тата сахал пурăнать.

     Пыр хыççăн каяс мар,-тенĕ ĕлĕк. Чăвашсем килениччен çиме тăрăшман, питĕ чаплă апат-çимĕç хатĕрлесе вăхăт ирттернине ытлах ырламан. Хальхи хăш-пĕр çимĕç темле тутлă пулсан та, питех усăллă мар. Вĕсенче хими япалисем ытлашши нумай е пĕр продуктран тепĕр йышши продукт тунă чухне усăллă япаласем сахалланса юлаççĕ. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ виçене пĕлмесĕр çиме юратать, çакă сывлăхшăн сиенлĕ.

   Ĕлĕк хресчен апачĕ чăннипех те таса, химии япалисемсĕр,çавăнпа та усăллă пулнă. Чăвашсем апат-çимĕçе ытларах шывра вĕретсе е кăмакана лартса пĕçернĕ, сайра хутра çеç ăшаланă, нихçан та тĕтĕмлентермен. Кунне 2-3 хут апатланнă, нихçан та ытлашши çимен. Яланах ешĕл çимĕç (унта витамин нумай) çинĕ.Çуллă апат питĕ сайра çинĕ. Чăвашсем сахăр çимен. Ытлашши вĕри апат çимен, чей ĕçме юратман. Ытларах çăл шывĕ ĕçнĕ. Харăсах темиçе тĕрлĕ апат çимен.

     Вуннăмĕшсем юлашкинчен сывлăх -чи хаклă пуянлăх тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.

Тарханское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика