АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕç çынни çулталăкне халалласа интернет олимпиада иртрĕ

14:05 24 ноября 2016 г.

  Чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăла çĕклес, интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарас тĕллевпе И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕ тăтăшах шкул ачисемпе студентсем валли тĕрлĕ конкурс-олимпиада йĕркелет. Çак кунсенче те акă Ĕç çынни çулталăкне халалласа аслă класра вĕренекенсем хушшинче «Чăваш литературинчи ĕç çынни теми» интернет- олимпиада ирттерчĕ.

 Ыхра Çырми вăтам шкултан 9-11 класра вĕренекен ачасем те питĕ хастар  хутшăнчĕç. Уйăрса панă вăхăтра 20 ыйтăва хуравласа Максимова Светлана 100 балл, Харитонова Анжелика 85 балл, Абужаров Адик 90 балл, Хораськин Денис, Леонтьева Кристина, Леонтьева Августина 75-шер балл, Соловьева Марианна 85 балл, Воробьев Андрей 95 балл, Майкова Ольга 80 балл пуçтарса çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулчĕç.

Ыйтусене хуравласа ачасем хăйсен ăс-хакăл çÿпçине пуянлатрĕç, чылай пĕлменнине, кăсăклине тупса палăртрĕç. Чăваш литературинчи ĕç çынни темине ачасем тĕплĕн уçса пачĕç.

  Олимпиадăра мала тухнисене раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче асăннă университетра дипломсем парса чыслĕç, ыттисем хутшăннине ĕнентерекен  сертификат илĕç.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика