11:58 05 декабря 2016 г.
Раштавăн 3-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ. Āна Раççей Федерацийĕн делагацийĕ сĕннипе ООНăн Тĕп ассамблейи 1992 çулта çирĕплетнĕ.
Ку кун — шăпа сывлăх енчен кÿрентернĕ пулин те, хуçăлманнисен хăватне палăртакан дата. Тата, паллах, сыввисен хамăр хушăра инвалидсен нуши-терчĕ пирки манмалла маррине, вĕсене пулăшмаллине асра тытмалла.
Аслă Арапуç ял тăрăхĕнче 100 ытла инвалид шутланса тăрать. Вeсенчен пĕри – нумай çул хушши ветерансен совечĕн председателĕ, инвалидсен обществин председателĕ пулса ĕçленĕ Яков Михайлович Степанов.
Хевтесĕр çынсем хăш-пĕр чылай сывă этемрен те хастартарах, туллинрех, кăсăклăрах пурăннине куратăн. Хăйсене савăнтармалли ĕç пур вĕсен. Яков Михайлович Аслă Арапуç ялĕнче вăрçă вăхăтĕнче çуралнă. Йывăр пурнăçра çитĕннĕ пулин те, шăпине нихăçан та ÿпкелемен. Икĕ ача çуратса аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Паян мăшăрĕпе иккĕшĕ мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлесе пурăннă ĕç ветеранĕ чăн-чăн ял хуçалăх çынни пулни палăрать. Сывлăхĕ хавшарах пулсан та, мăшăрĕпе иккĕшĕ картиш тулли выльăх тытаççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, ачисене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни, спортпа туслă пулни чирпе кĕрешсе пыма вăй-хал парса пырать те ĕнтĕ ăна. Обществă ĕçĕсенче те аякра юлмасть хисеплĕ ватă.
Эпир тепĕр чух пĕчĕк кăлтăкшăнах чунран хуçăлатпăр. Сусăр çынсем вара кашни кун йывăрлăхпа кĕрешеççĕ. Шăпах вĕсем пире чăтăмлăха, пурнăç хаклăхне вĕрентсе пыраççĕ.
Первомайское сельское поселение Батыревского района