14:21 14 декабря 2016 г.
2016- çулхи раштавǎн 13- мěшěнче Патǎрьел районěнчи Пǎлапуç-Пашьел ялти Культура çуртне халǎх нумай пуçтарǎнчě. Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн коллективĕ ял халăхне хальхинче концерт лартса савăнтарчĕ. Вĕрентекенсем те, ытти ĕçченсем те хастар хутшăнчĕç унта . Шкул ачисем те айккинче юлмарĕç. Малтанах шкул директорĕ Лиана Павлова шкул çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Хор юрланă «Рощица», «Пĕрремĕш учитель», «Учитель», «Пускай вам светит солнце» юрăсем залра илемлĕн шăранчĕç. Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалланă попурри те куракансене хавхалантарчĕ. Мĕнле кăна номерпе сăвăнтармарĕç-ши артистсем куракансене? Вероника Бахитовăпа Марина Вазенкова юрланă «Зимний сон», «Мĕн курман-ши пирĕн аннесем?», Наталия Кузьмичева парнеленĕ «Атте», Николай Мешковпа Николай Казаков шăрантарнă «Скажи, председатель», Татьяна Храмова янраттарнă «Самана» юрăсем те тыткăнларĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕ юрланă «Эп те пулнă-ши вара пĕчĕккĕ тахçан?», «Пусă шывĕ – тăрă шыв» юрра та куракансем ăшшăн йышăнчĕç.
Шавлă инструментсен ансабльне вара нумайччен алă çупса тав турĕç. Ташлама та ăста шкул ĕçченĕсем. «Ай! Будет круто!» ташă чăннипех те илем кÿчĕ уяв каçне. Лиана Павлова вĕрентекенпе 7-мĕш класра вĕренекен Семен Спринсян А.С.Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романĕ тăрăх композици лартса пачĕç. Татьяна Ларина тата Евгений Онегин пĕр-пĕрин патне çырнă çырусене чуна тивмелле вуларĕç вĕсем. Светлана Никитина хăй çырнă «Аннеçĕм» сăввине парнелерĕ. Кулăш ăстисем «Пасар мыскарисем» сценкăпа савăнтарчĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем вара «Нафа-Нана», «Крамп» ташăсене ăста ташларĕç. Районти «КВН-2016» çĕнтерÿçисем «Çарăк» юмаха çĕнĕлле кăтартрĕç. Зал тулли пулни, куракансем кăмăллăн алă çупни артистсене хавхалантарса тăчĕ.
Культура çурчĕн директорĕ Надежда Гордеева тав сăмахĕ тухса каларĕ.
Ялти предприниматель Петр Ларев пылак кучченеçпе хăналарĕ.
Çапла килĕштерсе пурăнаççĕ ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем, шкул ачисем.
Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района