АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Районта чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиада иртрĕ

14:07 16 декабря 2016 г.

                Районта чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиада иртрĕ

 

2016 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта 7-11 мĕш класра вĕренекенсен хушшинче чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ.

Олимпиадăн тĕллевĕсем – 7-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене тупса палăртасси, чăваш чĕлхипе литературине  лайăхрах вĕренме хавхалантарасси.

Муниципалитет тапхăрне шкул шайĕнче çĕнтернĕ 99 вĕренекен хутшăнчĕ. Чăваш, тутар тата вырăс шкулĕсенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне олимпиадăн кăткăс ыйтăвĕсене хуравласа тĕрĕслерĕç. Ятарлă жюри ачасен ĕçĕсене тимлĕн тĕрĕслерĕ, тивĕçлĕ хак пачĕ. Олимпиадăна хутшăнакансен пурин те 10 ыйту çине тĕрĕс хуравласа 50 балл пухма май пулчĕ.

Олимпиадăра чăваш наци программипе вĕренекенсем пурĕ 55-ĕн хутшăнчĕç.

 

Çĕнтерÿçĕсем:

Урмакова Екатерина – Ишлĕ Шетмĕри тĕп пĕлÿ паракан шкулта 7-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Владимирова Людмила Алексеевна);

Терентьева Татьяна – Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 8 –мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Павлова Нина Ивановна);

Анюрова Анастасия – Сăкăтри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Анюрова Елена Валерьевна);

Максимова Светлана – Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче 11 класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Кулакова Светлана Пантелеймоновна).

 

Призерсем:

Тарасова Татьяна – Çĕнĕ Ахпÿртри тĕп пĕлÿ паракан шкулта 7 – мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Кудряшова Ирина Васильевна);

Майкова Яна – Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Кулакова Светлана Пантелеймоновна);

Шашкина Анастасия, Софронова Мария – Туçари вăтам шкулта 9-мĕш тата 11-мĕш класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ – Яковлева Валентина Петровна).

Итогсем

 

Олимпиадăра вырăс тата тутар программипе вĕренекенсем пурĕ 44-ăн тупăшрĕç.

 

Çĕнтерÿçĕсем:

Алякина Кристина (7 класс), Кошкина Анастасия (8 класс), Соколова Ксения (9 класс) – Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем (вĕрентекенĕ – Дмитриева Татьяна Федоровна);

Имеркина Татьяна – Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкулта 10 м класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Иванова Марина Ивановна);

Петрова Анастасия – Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Бабаева Елена Михайловна).

 

Призерсем:

Петрова Екатерина – Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Солдатова Светлана Алексеевна);

Юнусова Эльмира – Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Егорова Валентина Валериановна);

Богданов Игорь – Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Федорова Валентина Федоровна);

Григорьева Ирина – Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Дмитриева Татьяна Федоровна).

Итогсем

Олимпиадăра малти вырăнсене йышăннă вĕренекенсене тата вĕсен ертÿçисене саламлатпăр, малашнехи вĕренÿре, ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика