АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăвашкино» историне аса илчĕç

16:49 19 декабря 2016 г.

Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче Раççейри Кино çулталăкне халалласа тĕрлĕ ĕç ирттереççĕ. Хальхинче 7-9 класс ачисемпе Светлана Никитина вĕрентекен «Чăвашкино» историйĕ» калаçу сехечĕ йĕркелерĕ, ачасем çак темăна епле пĕлнине тĕрĕслерĕ. Малтанах ачасем Раççейре пĕрремĕш хут кино хăçан кăтартнине аса илчĕç. Чăвашла кино ÿкерессине кам йĕркеленине нумайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. «И.С.Максимов-Кошкинский тата Тани Юн» презентацие пăхса вара хăйсен тавра курăмне тата та пуянлатрĕç. Вĕсем мĕн тери пултаруллă пулни хăшĕсене тĕлĕнтерчĕ те.

Ачасем хăйсем те калаçăва хастар хутшăнчĕç. Чылайăшĕ Кино çулталăкĕнче иртнĕ тĕрлĕ меропртиятисене хутшăнса ăс-тăнне самаях çивĕчлетнĕ , чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн çинчен те сахал мар пĕлет. Чăвашла ÿкернĕ илемлĕ фильмсен хăш-пĕр пайĕсене пăхни ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле Тани Юнпа Максимов-Кошкинский пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ кроссворда хавхалансах «шĕкĕлчерĕç», тест ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Калаçу усăллă иртрĕ. Тен, хăшĕсем малашлăхне чăвашла кино ÿкерессипе çыхăнтарĕç.

Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика