АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тани Юни– паллă киноактриса»

11:31 20 декабря 2016 г.

   Çакăн пек ятпа иртрĕ Пăлапуç Пашьелти вăтам шкулта Раççейри Кино çулталăкне халалланă викторина. Раштав уйăхĕн тăршшĕпех йышăнчĕ комисси ачасен хуравĕсене. Хальхинче те чи маттуррисем 7-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. Панă ыйтусен хуравĕсене туллин хуравлама тăрăшнă викторинăна хутшăнакансем. Тани Юнăн чăн хушаматне те пĕлеççĕ, вăл калăпланă сăнарсемпе фильм ячĕсене те тĕрĕсех палăртнă. Панă ÿкерчĕксем хăш фильмран пулнине те çирĕплетнĕ. Тани Юнăн ытти пултарулăхне та асăнса хăварнă ачасем. Вăл ăста киноактриса çеç мар иккен, театр актерĕ те, драматург та, çыравçă та, куçаруçă та, спорт инструкторĕ те. Тани Юн хăйĕн кун-çулĕ çинчен çырнă «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке те кăсăклă пулнă ачасемшĕн.

     Малти вырăнсене чи нумай балл пухса Алексей Бахитов, Анна Реймова, Светлана Матюшкина çĕнсе илчĕç, хисеп хутне тивĕçрĕç.

Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика