14:10 22 декабря 2016 г.
Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Шурă çÿçлĕ хĕр», «Симĕс ылтăн» повеçсемпе «Хунавлах хăрнисем», «Тăвăл умĕн» романсем тата ытти нумай-нумай хайлав çырнă чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 14 -мĕшĕнче 92 çул çитрĕ.
Чăваш литературин çутă çăлтăрĕн Александр Спиридонович Артемьевăн ăсталăхне сума сунса паянхи кун та хăйĕн пахалăхĕпе илĕртекен «Салампи» повесть тăрăх «Чăваш халăхĕн чи юратнă пики» викторина иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ тата «Самант» журнал редакцийĕ пулчĕç.
Викторинăна тĕрлĕ çĕртен 60 ытла ал çыру килнĕ. Конкурса хутшăнакансен йышĕнче шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсем, ача сачĕпе вулавăш ĕçченĕсем пулнă. Патăрьел районĕнчи кĕнеке шĕкĕлчеме юратакансем те çак викторинăран айккине тăрса юлмарĕç. Хастар хутшăнса пур ыйтăва та тĕплĕн те туллин хуравласа çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Вĕсем- вĕренекенсем: Мария Софронова, Анастасия Бельдекова /Тури Туçа шкулĕ,11 класс/, Екатерина Васильева /Нăрваш Шăхаль шкулĕ, 11 класс/, Дария Иванова, Кристина Катыкова / Пăлапуç Пашьел шкулĕ, 11 класс/.
Вĕрентекенсем: Кулакова Светлана Пантелеймоновна / Ыхра Çырми шкулĕ/, Нина Ивановна Павлова / Нăрваш Шăхаль шкулĕ/, Елена Валерьевна Анюрова /Сăкăт шкулĕ/, Галина Фирсовна Хлебникова /Патăрьелĕн 2-мĕш шкулĕ/, Лариса Васильевна Осипова, Валентина Анатольевна Самарина /Турхан шкулĕ/, Никитина Светлана Петровна /Пăлапуç Пашьел шкулĕ).
Викторина йĕркелекенсене вулавçăсем «Салампие» тĕплĕн вулани, ăмăртура маттур пулни савăнтарнă. Çырусенче повесть вулакансен кăмăлне малтанхи сыпăкĕсенченех çавăрса илсе мĕн вĕçне çитичченех вĕçертменни пирки, хайлав чĕлхи пуян, тикĕс те таса пулни, лирика хайлавĕ кăмăла çĕклекен шухăш-туйăма çĕнĕрен вăратни çинчен палăртса каланисем пулнă.
Тĕнче литературинче чăнласах классика шайĕнчи «Салампи» повеçе юратса вулакансене йĕркелÿ ушкăнĕ çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлать, «Чăваш халăхĕн чи юратнă пики» ăмăртура маттур пулнăшăн тав тăвать, Хисеп хучĕ парса чыслать.
2017-мĕш çулта, Автан çулĕнче, «Самант» журналпа тата «Тантăш» хаçатпа туслă пулма, вĕсенче йĕркелесе ирттерекен ăс-хакăлпа пултарулăх ăмăртăвĕсене малашне те хастар та пуçаруллă хутшăнма кăмăл, чăтăмлăх, ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунать.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии