АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ырă улшăну патне _ пĕрле, пĕрлехи вăйпа

16:33 22 декабря 2016 г.

Черетлĕ информаци кунне ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Максимов хутшăнчĕ, район админитраци пуçлăхĕнпĕрремĕш çумĕпе Марат Айзатулловпа пĕрле МФЦ çуртне реконструкциленипе, Шăнкăртамри аш-какай тирпейлнекен цехри строительство ĕçĕпе паллашрĕ.

Кăçалхи çулталăка пĕтĕмлетекен информаци кунĕн тĕп теми Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвĕ ячĕпе çырнă çулленхи Çырăва сỹтсе явнипе çыхăнчĕ пулин те, пĕлтерĕшлĕ документа хак панипе пĕрлех район администрацин пысăк залне пуçтарăннă йышлă ушкăн ытти çивĕч ыйтусене те сỹтсе яврĕ. Черетлĕ инфомаци кунне районти тĕрлĕ шайри ертỹçĕсемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе юнашарах обществăлла хастарсем _ ял старостисем хутшăннăран, кун йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтупа тухса калаçакансем вĕсем кирек мĕнле ыйтăва татса панă çĕрте те витĕмлĕ пулнине палăртрĕç. Çакнашкал пĕтĕмлетỹ тăвиччен чăн малтанах Кивĕ Ахпỹртри опытлă ял старости А. Логунов тата Ыхра Çырминчи Р. Даутов староста хăйсен ĕç опычĕ пирки уçăлса калаçрĕç.

_ Хальхи вăхăтра ялта хисеплĕ те халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлекен, сăмаха ĕçпе çирĕплетекен старостăсем пулни кирлех. Мĕн ĕлĕкех вĕсем влаçа пулăшакансем шутланнă, халĕ те çаплах пулма тивĕç. Анчах та паян пирĕн кăкр çумĕнче старостăн правине, полномочине çирĕплетекен удостоверени пулманни пăшăрхантарать. Çакăн пек граждансен пухăвĕнче шанса суйланă кашни çыннăн кирлĕ. Вăл пире тата çирĕп утăмсемпе ĕçлеме хавхалантарĕ,_терĕ кĕскен Алексей Алексеевич хăйĕн шухăшне палăртса.

Çавăнтах хастар староста хăй вăйĕпе ял халăхĕшĕн пурнăçланă нумай-нумай ĕç пирки чарăнса тăчĕ. Масар картине тытма пулăшнинчен пуçласа, урама çул сарни, ялта вырăнсăр сапаланса выртакан çỹп-çапа илсе тухни, спортсменсене ятарлă тум туянса хавхалантарни, ялхалăхне Шупашкарти артистсен конценчĕпе савăнтарни таранах. Унăн хастарлăхĕнчентĕлĕнсе лармалли çеç юлчĕ. Пур староста та Логунов пек пулсан епле çăмăл пулĕччĕ ял тăрăх пуçлăхĕсене!

Ыхра Çырмин хисеплĕ çынни Р. Даутов та çак тивĕçе пурнăçланă май, хăйсен ялĕнче обществăлла канашпа пĕрле пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Хăй сăмахĕнче вăл вырăнти влаçпа, район Пухăвĕн депутачĕ, фермер хуçалăх ертỹçи Р. Санзяповпа ăнланса тăрăшнине палăртрĕ.

Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх ыйтăвĕсемпе имлекен Р. Айзатуллов старостăсен "чун ыратăвне" çийĕнчех тỹрлетрĕ, çывăх вăхăтрах вĕсен ячĕпе ятарлă удостоверенисем хатĕрлессине пĕлтерчĕ.

Инфрмаци кунне кĕртнĕ тепĕр ыйту ăнсăртран та, ытахальтен те мар. Юрăхсăр алкоголь шĕвекне тата спирт тытăмлă продукцине сутакансемшĕн "чан" çапма çак кунсенче тепĕр пысăк сăлтав та пулчĕ. Нумай пулмасть Иркутск облаçĕнче сутнă суррогатлă алкоголь шĕвекĕпе аллă ытла çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çак трагеди хыççăн РФ Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке тумаллине каларĕ. Ку тĕлĕшпе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та мĕнпур йышши "фунфуриксене" сутассине чарса лартасси пирки çирĕп пĕлтерчĕ. Информаци кунĕнчи тĕлпулура район полицийĕн начальникĕ А. Фомин, Чăваш республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕн Территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан С. Петрянкина районта пахалăхсăр алкоголь шĕвекĕ сутассине чарас, çак амакран çынсене сыхлас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем, мероприятисем пирки чарăнса тăчĕç.

Умра _ савăнăçлă уявсем _ Çĕнĕ Çулпа Раштав уявĕсем. Вăл яланхиллех кăмăллă та хаваслă ирттĕр тесен, гирляндăсемпе, ытти хăвăрт хыпса илме пултаракан япаласемпе усă курнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла, уйрăмах шкулсенче, ача сачĕсенче Хĕл Мучипе юнашар иртекен уявсенче пушар тухасран сыхланмалла. Çакăн пирки шухăша çивĕчлетрĕ те районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 2017 çула Ашшĕпе Амăшне халалланă. Чуна çывăх чи ăшă сăмахсем хăйсемех çывхарса килекен çулталăка сăпайлă, та ырă ĕçпе, кăмăллă çитĕнỹпе ирттерме тĕллев лартать. Пирĕншĕн _ Амĕшĕпе Ашшĕшĕн _ ачисен, мăнукĕсен пичĕ ан хĕрелтĕр.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика