16:32 29 декабря 2016 г.
Сочинени çырас традицине чĕртес, ачасен шухăшлавне аталантарас, пултаруллă ачасене тупса палăртас, тĕрлĕ професси çыннисен пархатарлă кун-çулĕпе паллаштарас, ĕçе, ĕç çыннине хисеплеме вĕрентес, çамрăксене пурнăçра хăйсене кирлĕ профессие суйласа илме хавхалантарас тĕллевпе И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕ тăтăшах шкул ачисемпе студентсем валли тĕрлĕ конкурс-олимпиада йĕркелет. Çак кунсенче те акă Ĕç çынни çулталăкне вĕçлесе пĕтĕмлетнĕ май аслă класра вĕренекенсем хушшинче «Ĕç çынна илем кÿрет» сочинени конкурсне йĕркелерĕ. Пурĕ конкурса жюри членĕсем 96 ĕçе пăхма тухнă. Асăннă конкурсра Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчи 10-11 класра вĕренекен ачасем те питĕ хастар хутшăнчĕç. 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Максимова Светлана темăна туллин çутатса парса 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Вăл Чăваш Ишек ялĕнчи 80 çул урлă каçнă, ырми-канми хĕрÿ ĕçлĕ пурнăçпа пурăнса ирттернĕ Клавдия Никитична Ефимова, чăннипех те çулне кура мар илемлĕ ватă, пурнăç тути-масине курнă ĕç çынни çинчен çырса кăтартнă.„Этеме ĕç çуратнă, вăлах ăна çын тунă. Ĕç вăл-этем вăй-халĕн, пуянлăхĕн, телейĕн вĕресе тăракан таса çăлкуçĕ, пурнăç тыткăчи. Çак сăмахсенче халăх мĕн авалранах ĕçе хисеплени курăнать. Вĕсем çамрăк ăрăва ĕçе-хĕле тивĕçлипе хаклама вĕрентеççĕ. Ĕç кăна пурнăçа аталантарать. Ватă çыннăн ырă сăмахĕсем, пархатарлă ĕçĕсем пире тата та пикенерех ĕçлеме хĕтĕртсе тăтăрччĕ, çунат çумне çунат хушса çĕклентертĕрччĕ. Клавди аппан ватлăх шурăхтарнă пит-куçĕнчи кашни пĕркеленчĕк пире чипер пурăнма ыр сунать. Ĕçчен те тÿрĕ çын кирек хăçан та-пурнăç тĕпелĕнче. Çын вăл-тертлĕ те телейлĕ пурнăç тытса пыраканĕ“, - тесе çирĕплетет хăйĕн шухăшне Светлана ĕçĕнче.
Светланăна çĕнтерÿçĕ пулнă ятпа çавăн пекех çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Малашне те ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума ырлăхпа сывлăх сунатпăр.
Долгоостровское сельское поселение Батыревского района