АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Стена хаçачĕсем пурте чăвашла тухрĕç

13:05 07 января 2017 г.

     Çĕнĕ Çул уявне ачасем çеç-и, аслисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак Çĕнĕ уява пурин те çĕнĕлĕхпе, илемлĕхпе, асамлăхпа çыхăнтарас килет. Кăмăл савăк пултăр, çитес çулта телей те ăнăçу çеç хуçалантăр. Йăлтах хамăр мĕнле тăрăшнинчен килет-çке!

     Сăкăт шкулĕнче кашни пысăк уяв тĕлнех стена хаçачĕсем кăларасси йăлана кĕнĕ. Хаçатсем парадри евĕр йĕркипе туха-туха вырнаçсан куç тÿрех вĕсем çине ÿкет, ура та çавăнталлах утать. Ачасем пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллашаççĕ, танлаштараççĕ, хаклаççĕ… Вĕрентекенсен те пырса вуласа хак памасăр чун чăтмасть.

     Хаçачĕсем вырăсла та, чăвашла та, тутарла-акăлчанла та— хутăш тухатчĕç-ха. Хальхинче вара çĕнĕ шухăш-сĕнÿ çуралчĕ те, пурте хапăлах пулчĕç: Çĕнĕ Çул хаçачĕсене пурсăмăр та пĕрешкел калăпăшпа чăвашла кăларас! Каланă—тунă.Чип-чипер вăйă карти пулса тăчĕ-çке! Пĕринчен тепри илĕртÿллĕрех, пуянрах! Хĕлли те хамăра кура ăшăрах пек, Хĕл мучи те унчченхинчен савăкрах–тăр, Юр пики те çепĕçрех. Эх! Хаçатçăсем тăрăшнă: сăрри-кăранташне шеллемен, Автан туса капăр тум тăхăнтартма ÿркенмен! Çĕнĕ Çул сăввисем кашни хаçатрах, пуç ватмăшĕ, ребусĕ, салам çырăвĕ, калавĕ… Чăн-чăн асамлăх тĕнчи!

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика