18:17 10 января 2017 г.
Ҫак тӗлӗнтермӗш истори 50 ҫул каялла: аякри Иркутск облаҫӗнче пуҫланнӑ. 1967 ҫулхи январӗн 19 – мӗшӗнче ҫил – тӑманлӑ ҫанталӑкра самолет Чунский районтан аякра вырнаҫнӑ лесхозран халь –халь ҫуратакан хӗрарӑма тӗп больницӑне илсе ҫитернӗ. Врачсем ҫав тери тӑрӑшнӑ пулсан та: Зинаида Андреевна Алешевана ҫӑлса хӑварма май килмен. Ку ҫеҫ те мар: тин ҫуралнӑ йӗкӗрешсенчен пӗрин: арҫын ачан та пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хӗрачан вара пурӑнас кунӗсем пулнӑ: ӑна Иркутск хулинчи ачасен ҫуртне ӑсатнӑ. Аленӑсӑр пуҫне тата виҫӗ ывӑл: Валера: Миша тата Андрей амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫемье пуҫӗ: Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Леонид Васильевич Алешев «Чунский» лесхозри «Тайшетлес» комбинатра лесник пулса вӑй хунӑ. 1968 ҫулхи февралӗн 10- мӗшӗнче ҫемьене тепӗр пысӑк хуйхӑ йӑтӑнса аннӑ: 39 ҫулхи Леонид Васильевичӑн чӗри йывӑр чире пула тапма чарӑннӑ. Ӑна пытарма пырсан: виҫӗ арҫын ачана асламӑшӗ: Мария Алексеевна тата ашшӗн тетӗшӗ Анатолий Васильевич аякри Чӑваш Ене: Аслӑ Чемене илсе килнӗ.
Унтанпа нумай ҫул иртнӗ. Ачасене пӑхса ӳстерме ялти пӗтӗм тӑванӗ пулӑшнӑ. Аслисем: Валерӑпа Миша ӳссе ҫемьеллӗ пулнӑ. Валера Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнче: Миша Хакасинче ҫемьисемпе пурӑнаҫҫӗ: кӗҫӗнни Андрей вара 15 ҫулта чухне хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Алена ҫинчен тӑванӗсем нихӑҫан та манман. «Жди меня» передачӑна темиҫе хутчен те ҫырнӑ: ҫапах та унта лекме питех те йывӑр пулнӑ: кӑҫалхи ноябрь уйӑхӗнче тинех: Валера передачӑра тухса калаҫнӑ. Икӗ сыпӑкри аппӑшӗ: «Чебоксарские новости» хаҫатра корректор пулса ӗҫлекен: ЧР Культура Тава тивӗҫлӗӗҫченӗ З. Никитина вара 2016 - ҫулхи апрель уйӑхӗнче Иркутск облаҫӗнчи «Чунский вестник» тата «Время» хаҫатсене йӑмӑкне шыраса тупма пулӑшма ҫыру ҫырнӑ. Пӑр чӑнахах та хускалнӑ вара! Ҫур ӗмӗр иртсен Алена тупӑннӑ.
2 январьте Аленӑна Канаш станцийӗнче Шупашкарти, Ульяновскри, Улатӑрти:,Аслӑ Чементи тӑванӗсем кӗтсе илнӗ. 3 январьте вара Аслӑ Чементи Алешевсен килӗнче аякри тӑванпа тӗл пулнине курма, савӑнӑҫа пайлама тӑванӗсем, кӳршӗ – аршӑ пуҫтарӑнчӗ. Тӑвансене саламлама «Чемен» фольклор ушкӑнӗ килсе ҫитрӗ: чӑвашла, вырӑсла юрӑсем шӑрантарчӗ, вӑл шутра – Аленӑпа Валерӑн ашшӗн юратнӑ юрри «Под крылом самолета» та пулчӗ. Пухӑннисен умӗнче ял пуҫлӑхӗ Г. Медведев та тухса калаҫрӗ.
Тӗлӗнмелле тӗлпулӑва Чӑваш телевиденийӗ январӗн 9 – мӗшӗнче кӑтартрӗ.
Мӑшӑрӗпе (вӑл строитель пулса ӗҫлет) Алена 32 ҫул килӗштерсе пурӑнать. Вӗсен Таня хӗрӗсӗр пуҫне 7 ҫулхи Катя мӑнукӗ тата 30 ҫулхи Женя ывӑлӗ пур. Женя Находка хулинче строительство ӗҫӗсен мастерӗ пулса ӗҫлет.
Чӑваш Республикинче Аннепе Атте ҫулталӑкӗ пуҫламӑшӗнчех ҫемьере йыш хушӑннинчен лайӑхраххи мӗн пур-ши тата! Январӗн 10 – мӗшӗнче каҫхине Аленӑна тӑванӗсем Ангарска ӑсатса ячӗҫ. Тӑвансен ку тӗлпулу юлашки марри пӗрре те иккӗлентермест. Ҫимӗке Алена Юшина тепӗр хут килме сӑмах пачӗ: Чӑваш Ен ҫав тери илемлӗ, кунта климат лайӑх пулнине палӑртрӗ, пурӑнма килме те хирӗҫ маррине каларӗ,хӑй патне хӑнана йыхравларӗ. Хӑйне ҫакӑн пек ӑшӑ кӗтсе илнӗшӗн савӑннине тата тӗлӗннине пытармарӗ телейлӗ хӗрарӑм.
Надежда Кошелева ярса панă материал тăрăх
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района