АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кивĕ Çĕнĕ çула – ташă «тĕнчинче»!

15:39 17 января 2017 г.

     Шак-шак шаккать сехет. Йĕппийĕсем майĕпен шăваççĕ пулсан та вăхăчĕ вара питĕ хăвăрт иртет. Тин-çеç çĕнĕ çул уявне паллă турăмăр. Сисмерĕмĕр те алăкран кивĕ çĕнĕ çул та шаккарĕ.
Çак кун ячĕпе сителсем клуба ташă каçне пухăнчĕç. Унта вĕсем культорганизатор ертсе пынипе тĕрлĕ конкурс-вăйăсенче тупăшрĕç, юрăсем юрласа савăнчĕç. Хитре те чуна çывăх, пурне те килĕшекен кĕвĕсемпе тĕрлĕ халăх ташшисене ташларĕç.
    Уява тумсемпе сăнарланнă хăнасем те килме хапăл тунă. Вĕсем те ыттисемпе туслăн пĕр вăйă картине тăрса савăнчĕç, камитле хусканусем туса пухăннисене самай култарчĕç. 
     Вăхăта пурте хаваслăн та усăллăн ирттерчĕç. Ывăниччен ташласа автан çулĕнче савăк кăмăлпа çеç пурăнмашкăн вăй-хăват пухма пултарчĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика