14:59 19 января 2017 г.
Православи тĕнчишĕн Кăшарни, Раштав Мăнкун уявĕсем пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак кун Христос Иорданра шыва кĕнĕ. Ку уява чăвашсем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ: Крещенкке те, Нартукан та, Кăшарни те. Кăшарние Сурхуринчен тытăннă та эрне тăршшĕпех паллă тунă. Православи тĕнне йышăннă хыççăн çак уяв вырăссен Кăшарнийĕпе пĕр килнĕ. Кăшарни –«хĕл эрни» тенине пĕлтернĕ. Çавăнпа та çак пулăма хисеплесе кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Кăшарнире ятарласа хĕреслесе каснă вакка чăмаççĕ.
Кăшарни уявĕн пĕлтерĕшĕпе, историйĕпе, халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркипе Ыхра Çырми шкулĕнчи ачасемпе С.П.Кулакова вĕрентекен «Кăшарни уявĕ» ятпа кружок вăхăтĕнче калаçу йĕркелерĕ. Ачасем хастар хутшăнчĕç, Сурхури эрнине мĕнле ирттерсе яни çинчен каласа кăтартрĕç. „Усал-тĕселе хăваларăмăр, юмăç ятăмăр, шыва кĕрсе чир-чĕртен тасалтăмăр...“ - пĕрин хыççăн тепри калаçăва хутшăнчĕç ачасем.
Ĕлĕк Кăшарни ирттерме çамрăксем пĕр киле суйласа илнĕ. Уяв сĕтелĕ валли килĕрен хăмла, ăсла, çăнăх тата ытти çиме пуçтарнă. Ял çыннисене хăналама пайтах хатĕрлемелле пулнă. Ыран Кăшарни тенĕ чух çак çурта пуçтарăннă, сăра вĕретнĕ, кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçернĕ. Каçхине ватти-вĕтти, яш-кĕрĕм пуçтарăннă. Хĕрсем малтан ватăсене тата ашшĕ-амăшне сăрапа сăйланă. Аслă ăру çамрăксене телейлĕ пурнăç, ăнăçусем суннă. Пăртак хăналаннă хыççăн килĕсене саланнă. Çамрăксен хаваслă уявĕ малалла тăсăлнă. Купăс е сĕрме купăс кĕввипе юрланă, такмак каласа ташланă, вăйăсем вылянă, савăннă, кулнă.
Çак каçăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ – юмăç пăхни. Çур çĕрте, ял тарăн ыйха путсан, темиçе çамрăк хире е çул юпленнĕ тĕле тухса шăналăкпа витĕнсе ларнă та итленĕ: выльăх-чĕрлĕх мĕкĕрни илтĕнчĕ пулсан – выльăх нумай пуласса, тимĕр япала чăнкăртатни илтĕнсен – укçаллă пуласса, шăнкăрав е шăпăр сасси – качча каясса е авланасса. Унсăр пуçне мĕнле кăна юмăç яман çамрăксем - ытларахăшĕ пулас мăшăр кам пулассипе, хăçан çемье чăмăртассипе кăсăкланнă. Мĕншĕн тесен евчĕсем шăпах Сурхури тата Кăшарни кунĕсенче хĕрсене çураçма çӳренĕ.
Кăшарнире килтен киле мыскараллă тумланнă çветкесем те çӳренĕ. Яш-кĕрĕм кĕрĕк тавăрса кашкăра, упана, тилле, вупăр карчăкне çаврăннă. Кăшарние пухăннă киле те пырса кĕнĕ. Кунта «артистсем» кулăшла сценкăсем кăтартнă, вăйă выляттарнă. Çветкесен чăн тĕллевĕ – кил-çуртран, урамран, ялтан усал вăйсене хăваласа ярасси. Çавăнпа та вĕсен аллинче пушă, турчăка е шăпăр пулнă.
Тепĕр куна «Турра шыва янă кун» тенĕ. Çак йĕрке Христос шыва кĕнĕ кунпа çыхăннă. Евангелире çырнă тăрăх, Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывĕнче шыва кĕртет. Çавăнтанпа пырать те Иордан шывне тата мĕнпур шыва çутатса тасатас йĕрке. Православи çыннисем çывăхри кӳлĕре вакă касаççĕ, пачăшкă шыва кĕмĕл хĕресĕпе тасатать. Çамрăксем тата хăюллăраххисем усал-тĕселтен, чир-чĕртен тасалас тесе шыва чăмса тухаççĕ. Ватă-вĕтĕ мунчара çăвăнса тасалать. Çак йĕрке хыççăн ялта çветкесем çӳремен. Çамрăксен ларма вăхăчĕ тытăннă. Хĕрсем алĕç тунă, качча кайма тупра хатĕрленĕ.
Долгоостровское сельское поселение Батыревского района