АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Нина Мазякова: "Аталану çул-йĕрĕсем паллă"

15:01 20 января 2017 г.

Паян, кăрлачăн 20-мĕшĕнче, кăнтăрла 12 сехетре, Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне черетлĕ Çырупа тухрĕ. Черетлĕ Çырура регион Пуçлăхĕ республика Правительствин, Патшалăх канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата предприятисемпе организацисен малашне аталанмалли çул-йĕрĕсен тĕп тĕллевĕсене пур енлĕн палăртрĕ. Чăнах та Çырăва маларахри çулсенчи пекех пур енлĕн, халăх шухăшĕсене тĕпе хурса хатĕрлени сисĕнчĕ.

Çĕнĕ çул умĕн пирĕн Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ял хуçалăх профессийĕсене кăмăллакан вĕренекенсем валли агрокласс уçăлчĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ. Патшалăх Канашне тухнă Çырура Михаил Васильевич çамрăксем валли тĕрĕс професси суйласа илес тĕлĕшпе вырăнсенче агроклассем уçни пĕлтерĕшлĕ те малашлăхлă пулнине палăртни маншăн пушшех те кăмăллă пулчĕ. Çамрăксене пысăк шанăç паракан тепĕр шухăша та палăртса хăварчĕ. Ку вăл мал ĕмĕтлĕ те тăрăшуллă çамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика