АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Еншикре паллă çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ

11:20 21 января 2017 г.

2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Еншикри пуçламăш шкул ача садĕнче Александр Мефодьев çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ.

Александр Иванович Мефодьев – литературовед, педагог, паллă чăваш сăвăçи, филологи наукисен кандидачĕ, доцент. Вăл 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă. Кăçал çуралнăранпа 80 çитет. Автор çырнă çак кĕнекесене асăнса хăварас килет: «Чăваш ача-пăча литератури», «Шăнкăр-шăнкăр шыв» (2003), «Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен ача-пăча литератур» (2002), «Аван-и, ялăм» (2002), «Саламлаççĕ çăлтăрсем пире» (юрăсем).

Паллă çыравçăна  ачасем хавас кăмăлпа  кĕтсе илчĕç. Çулне кура мар илемлĕ, йăрăс пÿллĕ, вашават çын тухса тăчĕ ачасен умне çăмăл машинăран. Чи малтан шкул музейне çитсе курма васкарĕ хăна. Музей ял историне упранипе кăмăллă юлчĕ вăл.

Тĕл пулура писатель ачасене хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, кăсăклă пулăмсем çинчен каласа кăтартрĕ. Вĕренекенсем тимлĕ итлерĕç, тĕрлĕрен ыйту пачĕç.

Унăн поэзири ячĕ Сантăр Аксар пулнине пĕлеççĕ ачасем, вĕсем унăн сăввисене вуланă, тишкернĕ. Сăвăç хăйĕн сăввисене вуланине итлеме пушшех те кăмăллă пулчĕ.

 Александр Ивановичăн черетлĕ кĕнеки «Итле-ха, ывăлăм» ятпа 2016 çулта пичетленнĕ. Автор çак кĕнекене шкулти кашни ачана ырă сунса, пил парса, автограф лартса парнелесе хăварчĕ. Вĕсене  пысăк телей, вĕренÿре ăнăçусем, çутă та таса малашлăх сунчĕ.

Çак кун ачасем хăйсене тĕлĕнмелле телейлĕ туйрĕç: мĕн тери ăслă та паллă çынпа тĕл пулса калаçрĕç. 

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика