АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăн-чăн туслăхпа суя туслăх

08:28 25 января 2017 г.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн пиллĕкмĕш класĕнче черетлĕ класс сехечĕ иртрĕ. Чăн-чăн туслăхпа суя туслăх çинчен калаçрĕç вĕрентекенпе вĕренекенсем.  

Н.Ф.Лукьянова класс ертÿçи ыйтусем пама пуçласанах ачасем  тавçăрса илчĕç – паянхи калаçу туслăх çинчен.

Мĕн вăл туслăх? Чăн-чăн туслăхпа суя туслăха пĕр -пĕринчен мĕнле уйăрса илмелле?

Çак ыйтусем интереслентерчĕç пиллĕкмĕшсене. Ку ыйтусене татса пама вĕрентекен кулленхи пурнăçран илнĕ тĕслĕхсем те питĕ вырăнлă пулчĕç. Ачасен шухăшĕсем те кăсăк . Пĕри каланине теприсем тимлĕн итлерĕç, кашни ыйту валлиех хуравĕ та тупăнсах пычĕ.

Туслăх вăл - пĕр-пĕрне шанса çыхăну  тытни. Чăн-чăн тусăн шанчăклă пулмалла, юлташа нихăçан та сутмалла мар, йывăрлăх сиксе тухсан хăраса каялла чакмалла мар, юлташа пĕччен пăрахса хăвармалла мар.Туслăх вăл - вăрçмасăр, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни.Чăн-чăн тусăн çынна ăнланма, йăпатма пĕлмелле.Çын тĕрĕс мар ĕç тусан унран кулмалла мар, йăнăшне ăнлантарма тăрăшмалла. Йывăрвăхăтра, чăнахта, пулăшмахатĕрпулмалла.

Надежда Фёдоровна ТУСЛĂХа тĕрлĕ лару-тăрупа çыхăнтарчĕ, вĕренекенсем вара вĕсенчен хăшĕ чăн-чăн тата хăшĕ суя иккенне уйăрма хапăлах пулчĕç.

Класс сехетне пурте пĕр шухăшлă пулса ваттисен сăмахĕсемпе пĕтĕмлетрĕç. Кайăк çуначĕсемпе вăйлă, çын – туслăхпа. Юлташсăр пурнăç çук. Туссăр çын тымарсăр йывăç пекех. Чăн-чăн туслăхăн хакĕ çук.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика