16:34 30 января 2017 г.
Паян, январĕн 30-мĕшĕнче, район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕн ĕç коллективĕнче пулчĕ, творчество коллективĕ 2016 çула мĕнле вĕçленипе, уйрăм сотрудниксен ĕç условийĕпе, журналистсен малашлăх тĕллевĕсемпе, ĕç планĕпе паллашрĕ.
86 çул каялла кун çути курнă тăван хаçатăмăрăн историйĕ пуян. Вăл яланах район тĕкĕрĕ вырăнĕнче пулнă. Унăн страницинче пичетленекен кирек мĕнле материал та район пурнăçĕпе, çитĕнĕвĕпе, унăн пархатарлă та сумлă ĕçченĕсемпе çыхăннă. Рудольф Васильевич калем ĕçченĕсене çăмăл мар ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă сунчĕ.
Çавăн пекех Рудольф Васильевич районти нумай функциллĕ центрăн (МФЦ) ĕç- хĕлĕпе паллашрĕ. Çĕнĕ çул умĕн ку центр капиталлă ремонт тунă икĕ этажлă зданине куçнă май çĕнĕ вырăнта халăхăн ыйтăвĕсене мĕнле тивĕçтернипе паллашрĕ, ĕç условисемпе интересленчĕ.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии