14:00 06 февраля 2017 г.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче февралĕн 3-мĕшĕнче районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2017 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ В. Филимонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К. Ермолаев, район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, предприяти-организаци ертỹçисем, АПК ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Канашлу чыслав самантĕнчен пуçланчĕ. Ĕçре палăрнисене Раççей, республика шайĕнчи наградăсене, "Ĕç ветеранĕ" сумлă хисепе илнисене удостоверени, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене свидетельство пачĕç.
Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май тунă çитĕнỹсемпе, çитменлĕхсемпе, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Иртнĕ çул районăн пĕрлештернĕ бюджетне 602,9 млн тенкĕ укçа кĕртме палăртнă, кăтарту 609,7 млн тенкĕпе танлашнă. Харпăрлăх тупăшĕ 6 млн тенкĕ пулнă, çакă маларахри çултан 4,7 процент нумайрах. Вăл шутран налукран _ 104, налук шутне кĕменнисенчен 110 процент. Уйрăм çынсенчен пурлăх тата транспорт налукне пухасси 2015 çултинчен лайăхланнă. Нумай функциллĕ центра уçнăранпа район бюджетне патшалăх пошлини кĕресси 40 процент лайăхланнă.
Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕ 99,3 процент пулнă. Укçа-тенке муниципаллă 14 программăна пурнăçа кĕртме янă. Çавăн пекех республика бюджетĕнчен Юхмапа Пăла тăрăхĕн кăтартăвĕсене шута илсе 13 млн тенкĕ хушса панă.
Çитĕнỹсем пур, анчах çын шутне пăхса тупăш кĕнине шута илсен район республикăра 16-мĕш вырăнта çеç. Çавна май кăçал районăн пĕрлештернĕ бюджетне налукран тата налукран мар кĕрекен тупăша 5,8 процент е 7,7 млн тенкĕ ỹстерме тĕллев лартнă.
ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ В. Филимонов: "Патăрьел районĕнче харпăрлăх тупăшĕ 2015 çултинчен 4,7 процент ỹснĕ. Ку питĕ лайăх. Çавăн пекех ĕçсĕррисен шучĕ 0,46 процента юлнă. Республикăра вăтам кăтарту 0,76 процентпа танлашать.
Демографи лару-тăрăвĕ кăшт япăхланнă (2016 çулта 446 ача çуралнă, çакă маларахри çултан 13 процент пĕчĕкрех). Раççей Федерацийĕнче, республикăра ача çуралассине ỹстерес тĕллевпе сахал мар ĕçлеççĕ. Иккĕмĕш тата ыттисемшĕн пĕр хутчен Амăшĕн капиталне парассине упраса хăварнă. Республика виççĕмĕш тата ытти ачасемшĕн 100 пин тенкĕ уйăрать. Нумай ачаллă çемьесене тивĕçекен çăмăллăхсем те пур".
Иртнĕ çул Федераци тата республика программисемпе усă курса çамрăк 19 çемье, тăлăх виçĕ ача, нумай ачаллă икĕ çемье, ялта ĕçлекен 5 гражданин, АПК-ра тата социаллă сферăра вăй хуракан çамрăк 9 специалист, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 10 ветеранĕ, икĕ инвалид тата çапăçăва хутшăннă пĕр ветеран пурăнмалли условисене лайăхлатнă.
Кăçал ашшĕ-амăшĕсĕр икĕ ачана, тата нумай ачаллă пĕр çемьене çуртлă тума йышăннă. Районти 5 ялта 5 çухрăм ытла çул сарнă, 8,8 çухрăм юсанă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ 12 автоçулăн проектне хатĕрленĕ. 2017 çулта вара Чăваш Ишекре, Пăлапуç Нурăсĕнче, Пăлапуç Пашьелĕнче хута каймалла. Сакăр ялта _ Тутар Сăкăтĕнче, Кзыл Камышра, Кивĕ Катекре, Вăтаелĕнче, Патăрьелĕнче, Анат Чакăра, Тури Тăрмăшра, Тăрăнта _ урамрисене тума тытăнаççĕ. Иртнĕ çул Вăтаелĕнче паянхи саманапа килĕшỹллĕ модульлĕ улттăмĕш фельдшерпа акушер пунктне уçнă. Республика программипе усă курса тата тăваттă хутшăнмалла: 2017 çулта Именкассинче тата Кивĕ Ахпỹртре, 2018та _ Тăрăнпа Еншикре.
Районта хытă каяшсене турттарса утилизацилесси çивĕч ыйтусенчен пĕри. Р. Селиванов хăйĕн докладĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсене санкцилемен çỹп-çап куписемпе ăпăр-тапăр тăкакан вырăнсене пĕтерессипе, шыв çывăхĕсене тирпейлĕх кĕртессипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Хамăр тавралăха упрассишĕн, çуралнă тăрăха хăтлăх кĕртессишĕн кашнийĕн тăрăшмаллине палăртса хăварчĕ.
Строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов: "Районăн экономика аталăнăвĕнче строительство тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Пĕлтĕр 15 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Маларах палăртнă тĕллеве пурнăçлайман. Кун пек лару-тăру пĕр Патăрьел тăрăхĕнче çеç мар. Кăçал тăрăшарах ĕçлемелле, çакна валли майсем пур".
Районăн чи пысăк пуянлăхĕ _ çĕр тата çын. 2016 çул çĕр ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Тыр-пул, пахча çимĕç, сахăр кăшманĕ, вăрлăх сухан, хĕвелçаврăнăш палăртнинчен ытларах туса илнĕ. Ỹсен-тăран отраслĕнчи курăмлă кăтарту выльăх-чĕрлĕх йышне тата продукци илессине ỹстерме пулăшрĕ. Çĕнĕ фермăсем туни, вĕсене реконструкцилени, технологи хатĕрĕсене модернизацилени, наука ыйтнă пек ĕçлени те ỹсĕмсем тума май парать. Районта инвестици 22 проектне пурнăçа кĕртнĕ, кăçал тата 15 хушăнмалла.
Пушă выртакан 5 пин гектара яхăн лаптăка шута илнĕ, пĕлтĕр унтан 1350 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ишлĕ, Первомайски, Турхан, Шăхач, Аслă Чемен, Çĕньял, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче усă курман çĕрсен хуçисене тупассипе çине тăрсах вăй хумалла.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии