АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕлпулу каçĕ

11:57 07 февраля 2017 г.

Юратнӑ шкул: каймастӑн эс нихҫан асран.

Кунта эпир вӗреннӗ - ҫке мӗн ачаран.

Юратнӑ шкул: ӑс панӑ шкул: тавах: тавах:

Паян каллех телейлӗн кул _ эпир кунтах!

           Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх: кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче Ҫӗньял шкулӗнчен   вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулӑвӗ иртет. Кӑҫал та тӗлпулӑва чылайӑн пухӑннӑ. Ытларах, паллах, юбилярсем; 5:10, 15 20... ҫул каялла тӑван шкулпа сыв пуллашнисем. Енерхи шкул ачисем хӑйсен вӑхӑтӗнчи шкул ҫулӗсене, кӑсӑк самантсене, вӗрентекенӗсене ӑшшӑн аса илчӗҫ.

Аслӑ ҫулхи юлташсем хӑйсем килеймен пулсан та, ертӳҫӗсем вӗсене асӑнса хӑварчӗҫ. Сӑмахран, мӗнле аса илмесӗр хӑварӑн-ха 1937 ҫулта шкул пӗтернӗ Максимова София Михайловнӑна – вӗсем мӑшӑрӗпе 10 ача ҫуратса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Е тата Семенова Серафима Сергеевнана – паян кунчченех вӑл тӑн-тӑн ҫурет-ха. Вӗсенчен тӗслӗх илмелӗх пур.

1942 ҫулта вӗренсе тухнӑ Елимов Василий Филимонович 8 ҫул ҫар ретӗнче пулнӑ, паян кун патшалӑх вӑрҫӑ ветеранӗсене туса панӑ ҫуртра пурӑнать, вӑл та 12 ача ашшӗ.

1952 ҫулта шкулпа сыв пуллашнӑ Езюков Исай Павлович ӗмӗрӗпех Челябинск хулинче пурӑннӑ, техника наукисен кандидачӗ.

2002 ҫулта 9-мӗш класс хыҫҫӑн вӗренме кайнӑ Ильин Михаил Юрьевич каласа пани те ачасене кӑсӑклантарчӗ, мӗншӗн тесен вӑл нумаях пулмасть Китайран таврӑннӑ, унта вӑл хӑй вӗреннӗ финанс техникумӗн вӗренӳ программи урлӑ кайнӑ. Ун патне ыйтусем те нумай пулчӗҫ - кашниех лекеймест-ҫке ют ҫӗр-шыва!

Килнӗ хӑнасене шкул ачисем: вӗрентекенсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Ертуҫӗсем   М.И.Мадюкова тата Нестерова Аньӑпа Вазюков Ярослав пӗчӗк экзамен та тыттырчӗҫ - тӗрлӗ ыйтусем парса шкул ҫулӗсенче илнӗ пӗлусене тӗрӗслерӗҫ.  

Юлашкинчен пурте пӗрле флэшмоб ташлани те ҫӗнӗлӗх пулчӗ пулин те пурне те килӗшрӗ.

 

 

Шаймурзинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика