11:24 08 февраля 2017 г.
Февраль уйăхӗн 8-мӗшӗ - наука кунӗ. Патăрьел районӗнчи Алманчă ялӗнчен 7 наука ӗçченӗ тухнă.
Эпир Алманчă ялĕнче çуралса ÿснĕ, тӗнче шайӗнче палăрнă чăваш хĕрĕ -Татьяна Михайловна Киргизова-Тимирясова çинчен çырса пӗлтересшӗн. Татьяна Михайловна паянхи кун Амарикăра ĕçлет: рак чирне парăнтарассишĕн тăрăшать.
Татьяна 1966 çулта, тава тивӗçлӗ механизатор Михаил Николаевичпа хисеплӗ вӗрентекен Алимпиада Петровна Киргизовсен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тантăшĕсенчен уйрăларах тăнă, тăрăшуллăхӗпе палăрса тăнă, хăйне шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçланă вăл. Вăтам классенче вĕреннĕ вăхăтра шкулти пионер организацине ертсе пынă, каярах комсомолецсен ертÿçи пулнă. Хăйне вĕрентнĕ учительсем халĕ те ун çинчен ырăпа çеç асăнаççĕ. Татьяна хăй те вĕсене манса каймасть, уйрăмах пĕрремĕш вӗрентекенне - Роза Николаевна Хитровăна вăл чĕререн тав тăвать.
Вăтам шкула «пиллĕк» паллăсемпе вӗренсе пĕтернĕ хыççăн Хусанти ветеринарсем хатĕрлекен института вĕренме кĕрет, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерет. Пултаруллă Алманчă хĕрне çак институтах ĕçлеме хăвараççĕ, Çав çулах Таня Мускав хулинче аспирантурăна вĕренме кĕрет. Биологи наукине кăмăллакан аспирантка виçĕ çул хушшинче чылай наука ĕçĕсем çырса хатĕрлет. Пущинăри биологи центрĕнче те тĕплĕн, чунтан кăсăкланса ĕçлекенскерĕн тăрăшуллăхне, чăтăмлăхне, пуçланă ĕçе вĕçне çитернине наука ертÿçи Иштван Фодор профессор асăрхать.
Çирӗммӗш çул ĕнтĕ Татьяна Михайловна хăйĕн наука ертÿçипе пĕрле çĕнĕ центрта-молекулярлă биологипе генотерапи центрĕнче вăй хурать. Хăйсен çĕнĕ ушкăнне йĕркеленĕ, американецсем ăна лаборатори теççĕ-мĕн. Ушкăнра пилĕкшер-ултшар çын, центрта вара 100 çынна яхăн ĕçлет.
Америкăра вара акăлчанла пĕлменскерне, телее, вырăс студенчĕ, Арменирен куçса пынă çемье пулăшнă. Калифорнири пĕчĕк хулана машинăпах илсе çитернĕ-ха ăна. Икĕ çулти ачаллă хĕрарăмăн тÿрех хваттер шырама тивнĕ. Çирӗм çул каяллахи çамрăк хĕрарăма хальхипе танлаштараймăн. Акăлчанла лайăх калаçать, ăслăлăх статйисем çырать. Ытти тĕпчевçĕсемпе пĕрлех Пĕтĕм тĕнчери конференцисене хутшăнать.
Мĕн тăвать-ха, мĕн ĕçлет Америкăра çамрăк тĕпчевçĕ? Татьяна Тимирясова - биологи наукисен кандидачĕ (АПШра докторпа танлашать): молекулярлă биолог, молекулярлă вирусолог. Вăл тăвакан тĕпчевсем пурте-молекула, ДНК, ген шайĕнче.
Тĕслĕхрен: пĕр-пĕр гена илеççĕ те урăх пысăк ДНК çине куçарса лартаççĕ. Вара пач урăхла, çут çанталăкра тĕл пулман геном пулать. Ǎна рака пĕтерес тĕллевпе усă кураççĕ. Вĕсен центрĕ генотерапипелен хăрушă шыçăсене пĕтерес тесе тăрăшать. Пач расна генсене пуçтарса рекоменантнăй ДНКа тăваççĕ те осповакцина вирусĕ çине урăх генсене вырнаçтараççĕ. Ку - лабораторире тĕпчесе тунă вирус, çынсене чирлеттермест, хăвна лексен те нимĕн те тумасть. Пач хăрушсăр. Унăн тĕрлĕ ген пур. Касса илсен те, ывăтса ярсан та вăл вирус пурăнаять. Вирусăн генне пуçтарса вируса шприцпа шыçă ăшне яраççĕ. Вара çав клеткăсенче вăл ÿссе аталанма пуçлать, ген ĕçлет, белок пуçтарăнать, рак клеткисене вĕлерет. Вара рак клеткисем ÿсме чарăнаççĕ, урăх аталанаймаççĕ. Пĕчĕкленсе пырса веçех пĕтме пултараççĕ. Паллах, çак вирус ăшне мĕнле ген янинчен те килет.
Татьяна Михайловна каласа панă тăрăх рак чирне хирĕç кĕрешмелли меле американецсем те тупса пĕтереймен-ха. Анчах та çак мел пахалăхлă шутланать. Радиаципе те усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, пуç мимин шыççине сиплесшĕн. Ǎна пĕр вăхăтрах пуç мими çинче пайăркалаççĕ те, çÿлерех асăннă вируса та унта кĕртсе лартаççĕ. Пĕрле вĕсем лайăхрах сиплеççĕ, пахалăхлăрах. Хăш-пĕр университетра çак мелсемпе тухтăрсем усă кураççĕ. Татьяна Михайловнăсем вара лаборатори чĕр чунсемпе кăна ĕçлеççĕ, çынсем çине куçман-ха. Унта куçиччен нумай çул иртĕ.
Ют çĕршывра кам пулса курнă, вĕсем тунсăх мĕн иккенне пĕлеççĕ. Америкăра ĕçлесе пурăнакан Татьяна та çакнах палăртать. Тăван çĕршывра хăвна хăтлă туятăн. Сывлăшĕ те пурăнма пулăшать тейĕн, çапах та тăван çĕршыва таврăнассине шарламасть Татьяна Михайловна: «Шел, кунта ĕç условийĕсем çук. Пĕтĕм ăста тĕпчевçĕсем ют çĕршыва тарса пĕтни те пăшăрхантарать. Май пур чухне унтах ĕçлесчĕ-ха. Хамшăн мар, çынсемшĕн ĕçлетпĕр».
Тунсăхлă самантра чăваш тата вырăс кĕввине итлеме юратать Татьяна Михайловна. Кашни эрнерех амăшĕпе, аппăшĕ- шăллӗпе телефонпа чăн-чăн чăвашлах калаçсах тăрать. Тăванĕсене уявсенче саламлама та манса каймасть: мĕнлерех ăшă та ырă сăмахсем çырать вăл вĕсем патне!
Чăваш хĕрĕ Америкăра хăйĕн пултарулăхне ÿстерсе пынишĕн эпир питĕ савăнатпăр, Татьяна хамăр ял çынни пулнишĕн пушшех те.
Татьяна Михайловна çинчен çырса эпир пиртен кашниех пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралса ÿссен те тӗнче шайӗнче палăрмалăх пысăк çын пулма пултарнине кăтартса парас терĕмĕр. Хальхи вăхăтра вĕреннĕ çын, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасан, чаплă çын пулса ÿсме пултарать, хăйĕн ятне, халăх ятне çÿллĕ шайра çĕклесе тăма та пĕлет.
село Алманчиково Батыревского муниципального округа