АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаçатсенче—юрату, савăнăç…

08:35 09 февраля 2017 г.

                       

«Атте-анне—хĕвел ăшши», «Атте-анне—кил ăшши», «Тавах сире, атте-анне!», «Чи хакли», «2017—Аттесемпе Аннесен çулталăкĕ», «2017», «Ытарайми» — çакăн пек илемлĕ ятсемпе пĕрин хыççăн тепри тухса вырнаçрĕç хаçатсем Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн стени çине, кану кĕтесне илемлетрĕç.

Аттепе анне пирĕншĕн — чи хаклă, чи çывăх çынсем. Вĕсемсĕр кил те ăшă мар, хырăм та тутă мар, çипуç та питĕ мар…Аттепе аннесĕр пурнăç илемлĕ мар. Вĕсем— пирĕн телей, пирĕн тĕрев. Çакна кашни шкул ачиех лайăх ăнланать. Хаçатсенче те, паллă ĕнтĕ, йăлтах аннепе атте çинчен— сăвви те, калавĕ те, тупмалли юмахĕ те, пуç ватмăшĕ те… Хаçатсенче—юрату, савăнăç, хаваслăх, ырă кăмăл…

Атте-анне çумра пулсассăн-

Телейлĕ тетпĕр хамăра.

Телей вăл савăнăç, хаваслăх,

Çывăх çынсем тăрсан умра.

 

Анне пулсан – хĕвел питре,

Атте пулсан – кун-çул хитре.

Çемье пулсан – телей питре,

Юрлать-çке вĕçĕмсĕр чĕре!

2017 çула Чăваш Республикинче атте-аннене халалланă. Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те ку çулталăка хаваспах йышăнчĕç. Чун-чĕре ăшшипе кун курнă стена хаçачĕсем пурне те килĕшрĕç.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика