АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йĕлтĕр йĕрне те йĕрлерĕç, помост çинче те "çапăçрĕç"

14:38 13 февраля 2017 г.

Иртнĕ шăматкун, февралĕн 11-мĕшĕнче, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадион çеç мар, ял тăрăхĕсенчи ытти лапамсем те спортсменсемпе çеç мар, хастар куракансемпе, сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăракан хастарсемпе тулчĕ. Çак кун "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2017" массăллă чупăва районти 4 пин ытла спортсмен хутшăнчĕ, чи-чи кĕçĕннисемпе юнашарах тĕрлĕ çулхи хастар йĕлтĕр йĕрне йĕрлерĕ.

Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Тăрăн ял тăрăх йĕлтĕрçисем Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта старт илчĕç. Йăлана кĕнĕ хĕллехи спорт уявĕпе сывлăх кунне район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина, "ДЮСШ ФСК "Паттăр" директорĕ Анатолий Моисеев хутшăнчĕç, спортсменсене пысăк ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем тума пысăк вăй-хăват сунчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче спорт тата сывă пурнăç йĕрки çеç пирĕн общество ырлăхĕн никĕсĕ пулнине палăртрĕ. Кăçалхи чупăва та ытти çулсенчи пекех ача садне çỹрекен шăпăрлансенчен пуçласа хисеплĕ ветерансем таранх йĕлтĕр çине тăни те çакнах çирĕплетсе пачĕ. Уяв программипе килĕшỹллĕн куракансене чăн малтан У!Р-чупăва хутшăннисем старт илни тыткăнларĕ. Ун хыççăн йĕлтĕр трассине чи кĕçĕннисем илем кỹчĕç, кĕçĕн, аслă классенче вĕренекенсем хăйсен хастарлăхне кăтартрĕç, ветерансем пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç... Яланхиллех финиша чăн малтан кĕрекенсене ятран асăнса дипломпа тата парне парса хавхалантарчĕç.

Çак кунхинех йăлана кĕнĕ йĕркепе нумай çул ялти шкул директорĕнче тăрăшса ят-сум çĕнсе илнĕ хисеплĕ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Александр Краснова асăнса спортсменсем футбол площадкине пуçтарăнчĕç. Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Йĕпреç район футболисчĕсен юлташла тĕл пулăвĕн турнирне тăхăр команда хутшăнчĕ. Куçса çỹрекен кубока хальхинче те турнир хуçисем _ "Красновец" _ команда çĕнсе илчĕ.

Ытти спортсменсем йĕлтĕр йĕрĕ çинче тупăшнă вăхăтра Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКра тапăнса çапăçакансен хутăш кĕрешĕвĕн Чăваш Республикинчи чемпионачĕ кĕрлерĕ. Юлашки çулсенче çеç ят-сум илсе пыракан спортăн çак тĕсĕ Чăваш Енте те 2014 çулта çеç йĕркеленнĕ. Çапах та паян унăн федерацине икçĕр ытла спортсмен явăçма та ĕлкĕрнĕ. Хăйĕн сĕмĕпе бокса çывăх кĕрешỹ-çапăçу вăййине ытларах хула спортсменĕсем хутшăнаççĕ иккен. Çăмăл мар спорт вăййине пирĕн Патăрьел каччисем явăçса пыни те кăмăллă. Тен, çакна шута илсех-тĕр, шăматкун "Федерация боевого смешанного единоборства (ММА)" филиалне пирĕн районта уçрĕç. Апла пулсан малашне спортăн çак тĕсĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕсемшĕн ют пулмĕ.

_ Спорт вăл вăй, çĕнтерỹ, çамрăклăх...Вăй пулсан пирĕн çĕршыв та тĕреклĕ, пуласлăх та çутă. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн правительство та спорта аталантарас, çамрăксене çул уçса парас тĕлĕшпе бюджета çулсеренех ытларах укçа-тенкĕ хурса хăварма тăрăшать,_ терĕ финанс министрĕ С. Енилина спортсменсене саламланă май.

Вăйă çивĕч те хĕрỹ çеç иртмерĕ, хăнăхман çынсемшĕн ăна пăхса тăма та йывăр пулчĕ: соперниксем пĕр-пĕрне чышкăпа çапаççĕ, çавăрса та ỹкереççĕ... 52 участник хушшинче 14-15 çулхисем те, хул-çурăмĕпе тĕреклисем те пур. Пĕрремĕш ăмăртура пирĕн район чысне Е. Ялуков, Д. Игнатьев, А. Астраханцев хỹтĕлерĕç. Хăйĕн виçе ушкăнĕнче (84 килограмм) Патăрьел каччи Евгений Ялуков чи лайăх техникăпа, меслетпе кĕрешсе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, кубок çĕнсе илчĕ. Хисеплĕ жюри вăйă помосчĕ çине тухнă кашни спортсменах медаль тата диплом парса хавхалантарчĕ.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика