АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăтаелсем ял уявĕнче савăнчĕç

07:52 17 февраля 2017 г.

Кашни çулах нарăсăн 15-мĕшĕнче Вăтаел ял çыннисем ял уявне паллă тăваççĕ. Çак кун тĕн çыннисем  Сретени (тĕл пулу) праçникне  уявлаççĕ. Ку уявра  ватă Симеон    Иисус Христоса тĕл пулнине паллă тăваççĕ. Сретени уявĕ Вăтаел ялĕн престол праçникĕ.
 Яковлева Надежда библиотекарь тата Туçа тăрăхĕнчи клуб ĕçченĕсем йĕркеленипе уява кăсăклă ирттерчĕç. Уявра  Туçа тăрăхĕн паллă юрăçисем хăйсен юррисене шăрантарчĕç. Çав вăхăтрах ялти нумай çултанпа пĕрле пурăнакан çемьесене чыслама та манмарĕç. Михаил Ивановичпа Феодора Дмитриевна Нягинсем 55 çул, Анатолий Ивановичпа Елена Яковлевна Машинсемпе Варсонофий Трофимовичпа Лидия Федоровна Сорокинсем 50  çул пĕрле пурăннине паллă тунипе саламларĕç.
Вăтаел халăхĕ çĕрпе те пĕлсе усă курать, выльăх-чĕрлĕх те йышлă  усрать. Ял хушшинче 3-7 шер  сăвакан ĕне тытакансем пуррине те палăртса хăварчĕç пуçтарăннисем.
Уява спорт вăййисемпе вĕçлерĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Углев  ял халăхне саламлама манмарĕ. Вăтаелсем  уява йĕркелеме пулăшнă район  депутатне Анатолий Каргина   тав сăмахĕ каларĕç.

Тойсинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика