АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Николай Плечов – Ягин «Пурнăç уттипе» кĕнекине презинтацилерĕç

20:20 25 февраля 2017 г.

Нарасăн 23-мĕшĕнче, Вăтаел ялĕнчи библиотека пунктĕнче Николай Плечов – Ягин «Пурнăç уттипе» кĕнекине презинтацилерĕç.

Ку кĕнекене 2015 çулта, унăн хĕрĕ, Зинаида Николаевна Иванова-Плечова ашшĕн çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа пухса калăпланă.

Паян вара, шăпах 102 çул тултармаллаччĕ Николай Алексеевич Плечовăн. Пурнăçĕ çăмăл килмен унăн, курмаллине пурне те курса-тÿссе иртернĕ хăйĕн ĕмĕр тăршшĕнче. Икĕ вăрçă ветеранĕ,  нумай наградăсен хуçи вăл. 4 медаль тата орден, юбилей медалĕсепе значокĕсем илемлентĕ унăн кăкăрне. Питĕ вĕренме юратнă, çĕнĕлĕхсемпе интересленнĕ кăсăкланнă мĕн ĕмĕр тăрăшĕпех Николай Алексеевич. Вăрçă хыççăн ялта ĕç питĕ нумай пулнă, вăл механизатор пулса вăй хунă. Техникăна çав тери юратнăранах пĕррехинче тырă çапакан машина ăсталать. Вăл вăхăтра чĕпкуçĕпе е лампăсемпе çеç çутă курнă пулсан ыттисем, вĕсен çуртĕнче вара хăй ăсталанă аппаратпа Ильич лампписем çуннă. Тен, çапла матур ăста пулнăранах ăна ялта «Техник Микулĕ» тетчĕç, уншăн вăл кÿренмесчĕ. Сăвă çырма та ăстаччĕ, унăн ĕçĕсене район, республика хаçачĕсенче нумай пичетлетчĕç. «Пурнăç уттипе» кĕнекере 79 страницă çине вырнаçтарнă вĕсене, ытти вара йăлтах алçырăвĕсенчен: асилĕвесенчен, каласа панисене çырса илнисенчен, хăй сăнанисенчен, хăй аллипе ăсталанă аппаратпа ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксенчен, хĕрĕсен сăввисемпе калавĕсенчен тăрать.

Мăшăрĕпе, Пелагия Константиновнапа 6 ача: икĕ ывăл, тăватă хĕр пăхса ÿстерсе тивĕçлĕ пĕлÿ панă.

Мероприятине кÿршĕ ялтан та килчĕç: ĕç ветеранĕ Валерий Салмин, Туçа ял старости Антонина Салмина, библиотекапа культурăра ĕçлекенсем. Мероприятие хутшăннă вулакансенчен чылайăшĕ тухса калаçрĕç, кĕнекене питĕ ырларĕç. Ялăн историне сыхласа хăварнишĕн тав турĕç.

Районти тĕп библиотекăран килнĕ Любовь Титова та кĕнекепе паллашнине, унти материалсем паха содержаниллĕ пулнине,  районти вулавăша çÿрекенсем те кăсăкланнине каласа пачĕ. Малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Зинаида, Альбина тата Елена хĕрĕсене пурте пурнăçра такăр çул сунчĕç, ашшĕн пилне ял халăхĕ патне çитернишĕн тав турĕç.

 

Тойсинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика