09:33 27 февраля 2017 г.
И Ҫӑварни, ҫӑварни,
Ҫӑвар тулли икерчи! -
ҫапла пуҫланчӗ Патăрьел районĕн Треньел ялӗнчи кӗҫӗн ҫӑварни уявӗ.
Хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илмелли уява чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ ял халӑхӗ хӗреслӗ урама пуҫтарӑнчӗ. Культура ӗҫченӗсемпе хӗрарӑмсен канашӗ тӑрӑшнипе ҫӑварние юрӑ-ташӑпа, хаваслӑ вӑйӑ-кулӑпа савӑнса ирттерчӗҫ.
Каспа кас хушшинчи юрӑ-кӗвӗ конкурсне, спорт ӑмӑртӑвӗсене ватти-вӗтти хапӑл тусах хутшӑнчӗ. Чи пултаруллисем парнеллӗ пулчӗҫ.
Аслӑ типпе кӗриччен уява хутшӑнакансем вӗри чейпе, тутлӑ икерчпе тата шӱрпепе сӑйланчӗҫ.
Ӗлӗкхи йӑлапа ҫӑварни карчӑккине ҫунтарчӗҫ, чир-чӗр ӑшчикрен тухса кайтӑр тесе кӑвайт урлӑ сикрӗҫ. Уява йӗркелекенсем хутшӑннӑ халӑха тата ӑна ирттерме пулӑшакансене, "Олеся" лавкка хуҫине Л. Суркована, тав тӑваҫҫӗ.
Туруновское сельское поселение Батыревского района