08:45 09 марта 2017 г.
Асаннеçĕм, асанне!
Ытарайми асанне!
Ларсамчĕ эсĕ ман çумма,
Калаçасчĕ чунăма уçса!
Итлесчĕ çепĕç сассуна
Тупасчĕ санăн кăмăлна!
Çапла, асанне çумра пулсан пÿрт сăн-сăпачĕ ытти чухнехинчен çутăрах, ăшăрах туйăнать. Мăнукĕсем те яланах хаваслă та савăк кăмăллă. Асанне вăл – хăй пĕр тĕнче! Вăл пуртан эпир телейлĕ. Вĕсене пирĕн упрасчĕ, сума сăвасчĕ.
Шăпах пуриншĕн те çывăх асанне-кукамайсене хисеп туса мартăн çиччĕмĕшĕнче Сител ялĕн клубĕнче культорганизатор Ирина Лякова тата библиотекарь Оксана Хомуткина йĕркеленипе «Чи лайăх асанне» шоу-конкурс иртрĕ. Çак мероприятие пĕтĕм тĕнчери хĕр арăмсен кунне тата Чăваш енре амăшĕпе ашшĕн çулталăкне халалланă. Уявра пирĕн асаннесем тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç. Вĕсем хăйсемпе паллаштарнă хыççăн юрă–ташăпа, кулăшла шÿтпе сăвă калассипе, кĕвĕ çемĕн спорт хусканăвĕсем туса, тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме ăста пулнипе курма килнисене савăнтарчĕç. Чăнах та Сителĕн аслă çулти хĕр арăмĕсем тĕлĕнмелле пултаруллă. Çакна залра ларакансем пĕр чарăнмасăр тăвăллăн алă çупса хавхалантарни те уççăммăнах çирĕплетет. Уяв питĕ интереслĕ иртрĕ.
Курма килнисене, асаннесене Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. А. Никитин, ялти депутатсем Ю. Н. Степановпа Ю. П. Прискин, Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи централизациленнĕ клубсен ертÿçи Р. Р. Ефимова пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕç.
Çавăн пекех конкурсанткăсене хавхалантарса пулăшса пырса шкул ачисемпе «Матрешки» ташă ушкăн хĕрĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Жюри членĕсем пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пирĕн чи маттур та хастар асанне-кукамайсем тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Çапла вара «Чи сăпайлă асанне» Мария Выросова, «Чи кăмăллă асанне» Нина Соколова, «Чи пултаруллă асанне» Елена Николаева, «Чи лайăх асанне» Раиса Матюшкина пулчĕç.
Эпир вĕсене тата пире пулăшакансене чунтан тав тăватпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Первомайское сельское поселение Батыревского района