20:55 08 марта 2017 г.
Хӗр арӑм тӗнчене пӗтме паман Турӑ,
Хӗр арӑм - ҫӗр ҫинчи ырӑ, ҫӗр ҫинчи хӗвел!
Вӑл - ҫил, ҫил ачисене парнелет,
Вӑл - кӑвар, ҫунтарать те пӗҫертет,
Вӑл тӗнче, сӑпайлӑ та асӑрхануллӑ тӗнче!
Пӗтӗм тӗнчери хӗр арӑмсен кунӗнче Треньелӗнчи культура ҫуртӗнче асанне-кукамайсемпе кану каҫӗ иртрӗ. Хӑйсен пултарулӑхне Людмила Раськина, Полина Логунова, Надежда Михайлова тата Лариса Суркова кӑтартса пачӗҫ. Юрласа-ташласа, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйласа, илемлӗ тумтир тӑхӑнса тӗлӗнтерчӗҫ асанне-кукамайсем.
Сцена ҫинчи мӑнукӗсен пултарулӑхне вара пӗтӗм ял-халӑхӗ курса киленсе ларчӗ. Мефодий Галкин, София Раськина, Анастасия Макарова юрланӑ юрӑсем пурин кӑмӑлне те тивӗҫтерчӗҫ. Елена Сорокина, Ирина Терентьева, Мария Жукова чуна пырса тивекен юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Шкул ачисен ташши те куракана хумхантарчӗ.
Уява Наталия Никитина ертсе пычӗ. Вӑл аннесемпе аппасене, асаннесемпе кукамайсене, йӑмӑксемпе инкесене ҫак уявра кӑмӑллӑ сӑвӑсемпе чунӗсене савӑнтарчӗ.
Ҫак уява Чӑваш енри Аннепе атте, Раҫҫейри экологи ҫулталӑкне халалланӑ.
Туруновское сельское поселение Батыревского района