15:58 28 марта 2017 г.
Апрелĕн 8-мĕшĕнче Ишлĕре сунарçăсен "Чи лайăх тĕл перекен" республика шайĕнчи ăмăртăвĕ иртет. Ăна сунар культурине ỹстерес тата сунарçăсен ăсталăхне спортăн пĕр хушма тĕсĕ пек тăвас, чи вăйлă сунарçăна тата чи лайăх тĕл перекене палăртас, пăшалтан пеме хăнăхас, сунарçăсем хушшинче туслăх йĕркелес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ.
Ăмăртăва Раççей территоринче пурăнакан спортсменсем хутшăнма пултараççĕ, çакна валли вĕсен çумĕнче тухтăр ирĕк панă хут, сунарçă билечĕ, пăшал илсе çỹреме тата упрама юранине ĕнентерекен документ кирлĕ.
Ăмăртăва хутшăнмалли заявкăра хушамат, ят, ашшĕ ятне, хăçан çуралнине çырмалла, сунар билечĕн тата пăшала илсе çỹреме ирĕк паракан хутăн номерĕсене лартмалла.
Техника хăрушсăрлăхĕпе инструктаж ирттереççĕ, кашнийĕ хăйĕншĕн хăй явап тытать.
Ăмăртăва йĕркелесе ирттерсе ярассипе Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ тата "Люлское" сунар хуçалăхĕ, директорĕ З. Халитов, ĕçлеççĕ.
Дистанци тăршшĕ _ 1000 метр. Кашни хутшăнаканăн 7 йĕтре тата 4 пуля пулмалла.
Ют пăшалтан пеме юрамасть. Малти виçĕ вырăна çĕнсе илнĕ спортсменсене кубоксемпе дипломсем тата хаклă парнесем парса хавхалантараççĕ. Çавăн пекех чи лайăх чупакана, чи лайăх тĕл перекене, чи аслă тата чи çамрăк спортсменесене те палăртаççĕ.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии